Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял халăхĕ ăнланать

22 апреля 2008 г.

Юр ирĕлсе пĕтнĕ май хĕлле, çуркунне урама кăларса пăрахнă çỹп-çап пур çĕрте те курăнма пуçларĕ. Çырма пуçĕсене тăкнă тасамарлăх ял илемне ярать. Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакансем юлашки çулсенче çак ỹкерчĕксене курса "куçĕсене хупманни" савăнтарать. Кĕçĕн Таяпа ял администрацийĕ иртнĕ кунсенче кашни уйрăм хуçалăха çыру çитерчĕ: урамри, кил-çуртсен таврашĕнчи çỹп-çапа пуçтармалла, тавралăха тирпей-илем кĕрт- мелле. Çырма пуçĕнчи курăнакан вăхăтлăх свалкăсене иртнĕ çул тасатнăччĕ. Кăçал та пĕр касра пурăнакансем çак ĕçе пикенчĕç. З.Чумарков Поселок урамĕн свалкине тирпейлеме çынсене илсе тухрĕ. А.Журавлева, Г.Орлова, К.Журавлев кунĕпех кунта тăрăшрĕç. Ял тăрăхĕн депутачĕсем В.Муллина, Е.Петрова, В.Галкин хăйсен кассисенчи çынсемпе урама, çỹп-çап тăкнă вырăна тасатрĕç. Ю.Ермолаев, Ю.Чумарков предпринимательсем "Фея" лавкка таврашне йĕркене кĕртрĕç. Ялти шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те пĕлтерĕшлĕ ĕçрен айккинче пăрăнса юлмарĕç, шкул территорине тирпей-илем кĕртрĕç. Г.Щипцова пуçаруллă пулчĕ. Хăйсен кассинчи çынсемпе пĕрле çĕр кĕпер патне тăкнă таса мара пĕр япала юлмиччен шăлса пуçтарчĕç. Щипцовсен хуçалăхĕ урам вĕçĕнче вырнаçнă. Вĕсен таврашĕнче тимĕр-бетон çаврашкасем хурса тунă çĕр кĕперсем пур. Кунта пурăнакансем кĕперсене çуркунне шыв çурса каясран пăхса тăраççĕ. Кĕркунне çаврашкасем витĕр пăралук-электрод хурса хăвараççĕ, çуркунне ток ярса пăра ирĕлтереççĕ, тăварне те хăйсен укçи-тенкипе туянса пăр çине сапса тăраççĕ. Хăйсен çурт йĕри-таврашне çырма хĕрри таранах шăлса тасатаççĕ, унтан иртсе çỹреме кăмăллă. Вĕсем çĕр кĕпер таврашне йывăçсем лартнă, кăçал та çамрăк чăрăш хунавĕсене чавса лартрĕç. Çак пархатарлă ĕçе В.Щипцовпа Г.Щипцова чун хушнипе пурнăçлаççĕ. Хальхи пурнăç таппинчен юлмасăр пурăнакан çамрăк çемье тесе калассăм килет вĕсем пирки сăмах хушсан. Кил-çурт çавăрчĕç, хулари пек условисенче пурăнаççĕ. Пуçаруллă çынсемпе юнашар тепĕр чухне, пытармалли çук, урăхларах çынсем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем яла тирпей-илем кĕртме чĕнсе каланине сивлеççĕ. Çакăн пек çынсем çырмана кăкланă хăрăк йывăçсене, туратсене кăларса пăрахма именмеççĕ. Хăрăк йывăçсене мĕншĕн çырмана пăрахмалла? Вĕсене килте выльăх апачĕ пĕçерекен пĕчĕк кăмакасенче те çунтарма пулать-çке. Вăрçă çулĕсенче эпир кĕтỹ тăракан тапăрти типнĕ ĕне каяшĕсене пуçтарса çунтарнă. Халĕ пăчкăпа касмалли йывăç тунисене те касса ваклама ỹркенсе кăларса пăрахатпăр. Нуша курнă ватăсем çапла хăтланмаççĕ, çамрăксен ĕçĕ ку. Ял культуришĕн пурин те тăрăшмалла. Тирпейлĕ кил-çурт, пахчасенче илемлĕ чечексем ешерни иртен-çỹрен кăмăлне çĕклет. Çуркуннехи тата кĕркуннехи тĕттĕм каçсенче урамсенче электричество лампочкисем çутатсан пушшех аван пулмалла. Ялта çак ĕçе пуçаракансем те пур. Ю.Тетмуков, С.Скворцов, В.Пчелов, А.Петров, З.Чумарков килĕсен умĕнчи юпасем çинче кăçал çĕр каçипех çутă çутса тăчĕç. Вĕсем çак çутта урамри юпасем çине хăйсен килĕсенчи электросчетчиксем урлă кăларнă. В.Петров, Ю.Соколов, В.Синев, З.Яковлев хапхи умĕсене энергие перекетлекен прожекторсем вырнаçтарнă. Чылайăшĕсем хапхисем умне лампочкăсем лартнă. Пĕр-пĕринчен курса çакна кашни çын тума пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика