Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вăрлăх акаççĕ

22 апреля 2008 г.

 "Бикуловы" хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Н.Бикулов çĕр ĕç культурисене туса илессине кирлĕ шайра йĕркелесе ярас тесен элита вăрлăхсемпе усă курассине ĕçе кĕртме кирлине палăртать. Çакна шута илсе кунта кăçал сăра пĕçернĕ çĕрте усă куракан урпан çĕнĕ сортне 62 тонна таран туянма пултарнă. 104 гектар çинче акса хăварнă кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçнă. Пĕтĕм лаптăка, 1 гектар пуçне 150 килограмм чухлĕ шутласа, минераллă удобренипе апатлантарнă. Çавна май кĕрхи культурăсенчен самай пысăк тухăç илес ĕмĕтпе пурăнать фермер. Хальхи вăхăтра хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене (пурĕ 570 гектар пулать) технологие пăхăнса акса хăварассишĕн тимлеççĕ. 3 сеялкăллă акакан агрегата Николай Герасимов, пĕр сеялкăллă агрегата Сергей Ксенофонтов ĕçлеттереççĕ. Сергей Ксенофонтов акнă лаптăксене çийĕнчех пусăрăнтарса пырать. Владимир Мижеровпа Алексей Кириллова, Валерий Князева çĕре культиваци тума шаннă. Мăн кун уявĕ тĕлне кунта ака ĕçне пĕтĕмпех вĕçлеме палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика