22 апреля 2008 г.
К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче юлашки вăхăтра ака ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Çакă тата тăрăшуллăрах пулма хавхалантарать, теççĕ механизаторсем. Валерий Андреевпа Владимир Еников, Михаил Кульмаковпа Николай Гурьянов тата Владимир Гурьянов лаптăксене сỹреленĕ, культиваци тунă çĕрте тăрăшрĕç пулсан, Николай Овчинников агрегачĕ 300 гектар ытла тĕш тырă культурисем акрĕ. Владимир Иванов, Валерий Сядуков, Георгий Осипов сеяльщиксем, Владимир Яковлев вăрлăх турттаракан, Петр Еников, Юрий Башков, Сергей Кульмаков, Юрий Мартынов грузчиксем те ырă ята тивĕç.