Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паспорт _ тĕп документ

18 апреля 2008 г.

Гражданин пропискăран тухать, е урăх адреспа пропискăна тăрать пулсан Раççей Федерацин миграци службин Чăваш Республикин управленийĕн районти территори пунктĕнче тухса кайни çинчен е пурăнма килни çинчен 2-шер экземплярпа адрес хучĕ çырмалла. Федераци миграци службин 208-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн граждансем пурăнакан вырăна улăштарнă хыççăн 7 кунтан кая юлмасăр çĕнĕ вырăнта регистраци тумалла, палăртнă вăхăтра ĕлкĕреймесен 1500 тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Çула çитмен ачасене пропискăна тăма, пропискăран тухма çурални çинчен панă свидетельство кирлĕ. Пурăнакан вырăнтан пропискăран тухмасăр урăх вырăна вăхăтлăх прописка тăвас тесен те пурăнма килни çинчен 2 экземплярпа адрес хучĕ çыраççĕ. Çар учетĕнче тăракан арçынсен пропискăран тухас, прописка тăвас, тĕрлĕ сăлтавпа паспорт улăштармалла пулсан миграци службине пынă чухне хăйсемпе пĕрле çар билетне е призывник удостоверенине илмелле. Пропискăран тухас пулсан вĕсен малтан çар учетĕнчен тухмалла, е прописка тутарас пулсан малтан çар учетне тăмалла. Гражданинăн паспорта 14 çул тултарсан, вăхăт çитнипе, тĕрĕс мар çырсан, хушамат улшăнсан çĕнĕрен илмелле. Çухатнипе çĕнĕ паспорт илес пулсан Шупашкарти адрес службинчен çав çын ăçта пурăнни çинчен адрес справки ыйтса яраççĕ. Информаци центрĕнчен çын судпа айăпланманнипе айăпланнине, шыравра пулманнине ыйтса пĕлеççĕ. Асăннă ыйтусем çине хуравсем килнĕ хыççăн тин çĕнĕ паспорт туса параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика