18 апреля 2008 г.
Наци культурин "Туслăх хĕлхемĕ" республикăри фестивале хутшăнса И.Я.Яковлев Вĕрентекенĕмĕр пултарулăхĕпе, ĕç-хĕлĕпе ачасене интереслентерсе районта "Яковлев мăнукĕсем" мультимедиллĕ презентацин конкурсĕ иртнĕ. 19 шкулти 22 ача хутшăннă унта. А.Портнов (Аслă Пăла Тимеш), А.Елизаров (Хăвăлçырма), Л.Чернова (Çирĕклĕ Шăхаль), Н.Хушкинăпа А.Лебедева (Аслă Елчĕк), А.Кирилловпа Е.Федорова (Çуткỹл), Н.Семенов (Курнавăш), В.Капламова (Елчĕк) ĕçĕсем лайăххине палăртнă. Районти конкурс çĕнтерỹçи А.Портнов республикăри тура хутшăнать.