Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ

18 апреля 2008 г.

Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ"Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра пур çĕрте те хĕрỹ ĕç шавĕ кĕрлет. Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ: ертỹçĕпе агроном, ревизи комиссийĕн председателĕ хиртен кĕме пĕлмеççĕ, механизаторсен ĕç-хĕлĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Кунта чăннипех те çĕр-аннемĕре юратакан çынсем вăй хуни сисĕнет. В.Кукурузов тракторист пек харсăр, ăста çынсем çинче тытăнса тăрать те хуçалăх. Ĕçе тĕплĕ пурнăçлать вăл, техникăна тирпейлĕ тытать. Халĕ вăл 165 гектар çинче урпа акать. Ытти механизаторсем те тăрăшуллă. В.Лисицын тракторист пĕр çул ỹсекен курăк акать. В.Крысовпа А.Ласточкин механизаторсем çĕр хатĕрлеççĕ. В.Семенов шофер вăрлăх турттарать. А.Курчин тракторист пĕр çул ỹсекен курăк анине пусăрăнтарать. Акара механизаторсене тухăçлă ĕçшĕн хавхалантарасси çирĕп йăлара.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика