Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашл

18 апреля 2008 г.

МалашлИртнĕ юн кун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Г.Степанов, Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертỹçин çумĕ О.Никина, "Чăваш кĕнеке издательстви" ПУП генеральнăй директорĕ В.Комиссаров хутшăнчĕç, ял тăрăхĕсенче, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç. Хальхинче пĕрлехи информаци кунĕн программин теми пуян: ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикинчи вĕрентỹ аталанăвĕн 2040 çулчченхи стратегийĕ çинчен" Указĕ, çурхи уй-хир ĕçĕсем, обществăлла вырăнта преступлени тунине чакарасси, экологи ыйтăвĕсем, ялсенчи тирпей-илемшĕн тăрăшасси, Йывăç кунĕ ирттересси тата ытти те. ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсемпе тĕл пулса ЧР Президенчĕн кăçалхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи вĕрентỹ аталанăвĕн 2040 çулчченхи стратегийĕ çинчен" Указĕ çинче чарăнса тăчĕç. "Халăхăн пурнăç пахалăхне малалла ỹстерес, çынсен пултарулăхне аталантарас тата пĕр тăтăш вĕрентỹ тытăмне, вăл инноваци экономикин тĕп стратегийĕ пулнă май, тухăçлă аталантарассине тивĕçтерес тĕллевпе йышăннă ăна Президент", _ тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Светлана Владимировна. Вăл ЧР Президенчĕ Н.Федоров вĕ-рентỹ аталанăвĕнчи инноваци ыйтăвĕсене тата воспитани ĕçĕнчи ăс-хакăлпа кăмăл-сипет ыйтăвĕсене мала хума палăртнине пĕлтерчĕ. Юлашки çулсенче шкул пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Çав шутра Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта та. Кунта 210 ача пĕлỹ пухать. Лаштаяпасемсĕр пуçне ку тăрăхра пурăнакан ачасене автобуспа турттараççĕ. Патшалăх база шкулĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнăран Лаш Таяпа шкулĕ те юлашки вăхăтра çĕнĕ технологисемпе пуянланчĕ. Столовăйра çĕнĕ оборудовани вырнаçтарчĕç, библиотекăна çĕнĕ кĕнекесем килчĕç. Вырăс чĕлхин кабинетне иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче 155 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Т.Воронина учительница çĕнĕ словарьсемпе справочниксем, кĕнекесем, методика пособийĕсем çителĕклĕ пулнипе кăмăллă. Мультимедиллĕ проектор уроксене хальхи пурнăç ыйтнă шайра ирттерме май парать. Анчах çакна палăртмалла: вĕрентекенсем çĕнĕ технологипе туллин усă кураççĕ тесе калаймăн. Шкулта 14 компьютер. Учительсем ăна алла илес, Интернета кĕрсе хăйсене кирлĕ материалсем тупас тесе графикпа килĕшỹллĕн компьютерпа "туслашаççĕ". Анчах çителĕксĕр. Министр çумĕ С.Петрова çирĕплетсех каларĕ, Интернет çыхăнăвĕ тỹлевсĕр чухне кашни вĕрентекенĕн хăйĕн предмечĕн сайчĕпе туллин ĕçлемелле, çĕнĕлĕхсемпе уроксенче анлă усă курмалла. Хальлĕхе Лаш Таяпа учителĕсен ку енĕпе çанă тавăрса хăйсен тавра курăмне ỹстермелле. Сăмах май палăртар: кунта аслă категориллĕ учительсем пачах çук, пĕрремĕш категориллĕ учитель пĕрре. Вĕрентỹ стратегийĕ пирки калаçнă вăхăтра база шку-лĕнчи учительсен пĕлĕвĕ те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паян хăш шкулти учительсем пултаруллăрах, ачасем унта çул тытаççĕ. Çавăнпа та учительсем аттестаци витĕр тухма шикленни вырăнсăр. Коллективра вара хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, талантлă педагогсем çук мар. Л.Левый шкул ачисем юлашки çулсенче предметсен олимпиадисенче, республикăри, районти конкурссенче хутшăннине, аван кăтартусем туни çинчен пĕлтерчĕ. Саманан таппипе утса пырас тесен шкулăн хăйĕн сăн-сăпатне улăштарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальлĕхе коридорта вуншар çул каяллахи стендсемпе плакатсемех çакăнса тăраççĕ. Çакă, паллах, паянхи база шкулне илем кỹместех...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика