Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур ĕçе те вăхăтра ĕлкĕрмелле

11 октября 2017 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕнчи кулленхи кирлĕ ыйтусене сỹтсе явнă.

...Маларах, ирхине 6 сехет çурăра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри уй-хирсенчи ĕç мĕнле пынине тишкерсе хак парас тĕллевпе муниципаллă районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттерекен, юлашки вăхăтра йăлана кĕнĕ канашлăва хутшăнтăмăр. Малтанах вăл юпа уйăхĕн 4-7-мĕшĕсенче Мускавра пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнчи "Ылтăн кĕркунне" агропромышленность куравĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Чăваш Республикинчен унта 26 предприяти хутшăннă, вĕсем пурĕ 65 медале тивĕçнĕ. Çакна та палăртмалла, вĕсем хушшинче пирĕн районти Кушкă ялĕн хастарĕн - Александр Чайкинăн ячĕ те пур. Фермер ĕçне тин пуçăнакансем хушшинче ирттернĕ конкурс номинацийĕнче вăл кĕмĕл медале çĕнсе илме пултарнă.

Районти уй-хирсенче пулас тыр-пул никĕсне ытти çулсенчи пекех пысăк лаптăкра - 6325 гектар çинче хывса хăварнă. Çанталăк условийĕ чăрмантарнине пăхмасăр яваплă ĕçе агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса пурнăçлама та пултарнă. Апла пулин те кăçалхи йывăр лару-тăрура ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пирĕн района шанса тенĕ пекех кĕр тыррисене акассипе пулăшма ыйтса çирĕплетнĕ хушма план пурнăçланайман. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Петрович Миллин "Колос", "Кушка" ЯХПК-сенче, "Урожай", "АСК-Яльчики", "Нива" агрофирма", "Клевер" ООО-сенче, А.Севриков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çумăра пула палăртнă лаптăксене техникăпа пырса кĕме пулманран кĕр тыррисене пĕтĕмĕшле илсен 600 гектара яхăн акса хăварайманнине палăртать.

"Прогресс" АХОра, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра тата Лаш Таяпари М.Иванов хресчен (фермер) хуçалăхĕн хĕвелçаврăнăша та пухса кĕртме ĕлкĕрмелле. Районĕпе илсен 448 гектар çинче çитĕнтернĕ çак культурăна кăçалхи условире, пушшех, вăрлăхлăх çапса тĕшĕлеме çăмăл пулманнине куратпăр. Çакна шута илсе палăртнă ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕнче хĕвелçаврăнăш тунине хăртса часрах пулса çитерес тĕллевпе десикаци тăваççĕ.

...Муниципаллă харпăрлăхри çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртас, уйрăм çуртсене техника инвентаризацийĕ тăвас ыйтусемпе Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Лаш Таяпа, Тăрăм, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тухса калаçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çак ĕçсене çитес вăхăтра вĕçлеме кирлине палăртса çирĕп йышăну турĕ. "Пур ĕçе те вăхăтра ĕлкĕрмелле", - терĕ вăл.

Аслă ăрури çынсене сума суса район шайĕнче маларах паллă тунă уяв пирки социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Ирина Аникина каласа кăтартрĕ.

Николай Петрович Миллин канашлăва пĕтĕмлетнĕ май савăнăçлă самант çинче чарăнса тăчĕ. Сыснасем Африка чумипе сиенленнинчен условлă майпа хăтăлассин тĕлĕшĕпе авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче районта пулса иртнĕ командăпа штаб вĕренĕвне хăйĕн хуçалăхĕнче ирттерме килĕшнĕ, Елчĕк ялĕнче пурăнакан Екатерина Блиновăна район администрацийĕн Тав çырăвне парса чыс турĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика