Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ертỹçĕн - çĕнĕ сĕнỹсем

11 октября 2017 г.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче "Единая Россия" фракцин ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларура парти членĕсем пурте пĕр саслăн "Единая Россия" партин Генеральнăй Канашĕн секретарьне, Патшалăх Думин вице-спикерне Сергей Неверова "Единая Россия" фракцин парламентăн аялти палатинчи ертỹçи пулма çирĕплетнĕ.

Сергей Неверов кандидатурине Дмитрий Медведев премьер-министр сĕннĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин та унăн кандидатурине ырланă.

Çĕнĕ ертỹçĕ парти членĕсене хăйне шаннăшăн тав сăмахĕ каланă май пурнăçа кĕртме палăртнă тĕп ыйтусемпе сĕнỹсем çинче чарăнса тăнă. Чи малтан пурнăçламалли ыйтусен шутĕнче парти ертỹçи РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕсем тата РФ Президенчĕ Патшалăх Думине çулсерен яракан Çырăвĕнче палăртнă ыйтусене пурнăçлас ĕç-хĕле вăйлатасси пулнине асăннă. Унăн шучĕпе, Президент йышăнакан программăсене пурнăçлассипе кăтартуллă ĕçлесси тата суйлавçăсем çĕклекен ыйтусене вăхăтлă та пахалăхлă татса парасси - малта тăракан тĕллевсенчен пĕри. Тепĕр çивĕч ыйту вăл - регионсенчи депутатсен ĕç-хĕлне тĕрĕс йĕркелесси. Регионсенчи парламентарисемпе тачăрах çыхăнса ĕçлени, депутатсемпе çулсерен пĕрлехи форумсем йĕркелени вырăнта çĕклекен ыйтусене илтме май панине те палăртнă Сергей Неверов.

Ларура ытти çивĕч ыйтусене те çĕкленĕ.

"Единая Россия" партин пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика