Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Историпе асăну аллейи

11 октября 2017 г.

Кашни ачан хăйĕн шкулĕн, районĕн, ялĕн историне лайăх пĕлмелле. Иртнисĕр малашлăх çук теççĕ. Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă ачасенчен чылайăшĕ пурнăçра ырă йĕр хăварса çĕршывра паллă çынсем пулса тăнă. Çакна тĕпе хурса кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкул умĕнче историпе асăну аллейине уçнă. Ку, паллах, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çак ĕçе йĕркелесе яма СССР халăх учителĕ П.Н.Чернов Елчĕкри вăтам шкулăн историне çырни пысăк пулăшу панă.

Паян çак аллея кашни килен-каяна хăйĕн патне йыхравлать. Чи пĕрремĕш стенд çинче шкулăн тĕрлĕ çулсенчи сăн ỹкерчĕкĕсем. Малалла - шкул историйĕ. Шкултан вĕренсе тухнисем хушшинче Совет Союзĕн паттăрĕсем те пур. Вĕсем хушшинче - А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов. Ю.Г.Борисов Афганистан вăрçинче пуçне хунă. Кунтах Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă вĕрентекенсемпе паллаштарнă.

Çавăн пекех стендсене этнопедагогика никĕслевçине, паллă ăсчаха, публициста Г.Н.Волкова, СССР халăх учительне П.Н.Чернова, Олимп вăййисен бронза призерне А.В.Игнатьева, Ю.Г.Ильин параолимпиеца халалланă. Ытти паллă спортсменсене - Н.Б.Григорьева, А.М.Миллина, А.С.Павлова та манман. Кунтах В.А.Арбузов, А.А.Марков, А.Н.Волков, Т.А.Доброхотова, В.Д.Семенов, Ю.С.Сергеева, Ф.П.Петрянкин, И.Д.Кузнецов, Н.А.Буйновский наука ĕçченĕсем çинчен вуласа пĕлетĕн. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнче, культурăра пысăк ỹсĕмсем тунă ентешсем çинчен те пĕлме пулать.

Юлашки стенд "Паянхи шкул" ятлă. Кунта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн паянхи çитĕнĕвĕсемпе паллашма пулать.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика