Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăка сыхласси - пирĕн тивĕç

11 октября 2017 г.

Чăваш Республикин территорийĕнче çут çанталăка сыхлас тивĕçе Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлавĕн прокуратури пурнăçласа пырать. Çут çанталăк сыхлавĕн прокуратури çак кунсенче хăйĕн 27-мĕш çулне паллă тунă. Çак уява халалласа 6 çынран тăракан прокуратура коллективĕ Шупашкарти ача çурчĕ умне 27 туя йывăççи лартса хăварнă.

Çут çанталăк сыхлавĕн прокуратурин работникĕсем 2017 çулта паянхи кун тĕлне çут çанталăк сыхлавĕн саккунĕсене пăхăнман 1100 тĕслĕхе тупса палăртнă, саккуна пăснине пĕтерме сĕнсе 130 хирĕçлев, 240 кăтарту тăратнă, вĕсене пăхса тухнă май 170 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă, 90 административлă, 5 уголовнăй ĕç пуçарнă, 44 тĕслĕхре асăрхаттарнă.

Прокуратура ĕçченĕсем шыв объекчĕсене, вăрмана, çĕре, атмосферăри сывлăша, чĕрчунсен тĕнчине тата вĕсем пурăнакан вырăна тĕрĕсленĕ май саккуна пăхăнман тĕслĕхсене тупса палăртнă. Саккуна пăснă пĕлтерĕшлĕ тĕслĕхсенчен пĕри - Интернет çыхăнăвĕнче тĕрĕслев ирттернĕ май саккуна хирĕçлекен информацисем вырнаçтарнă сайтсене тупса палăртни. Сăмахран, чылай сайтра шыври чĕрчунсене тытма май паракан, анчах та саккунпа усă курма чарнă электровăлта хатĕрлеме вĕрентекен информацие тата Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ кушак йăхĕнчи пысăк тискер кайăкпа (снежный барс) суту-илỹ тăвасси пирки пĕлтернине асăрханă йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем. Йĕркене пăснă тĕслĕхе пĕтерме, асăннă сайтсен çулне пỹлме ыйтса çут çанталăк сыхлавĕн прокурорĕ суда тавăç тăратнă, суд прокурор ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернĕ.

Тепĕр тĕслĕхре прокуратура ĕçченĕсем удобренипе усă курас йĕркене пăхăнманран Шупашкар районĕнче 12 гектар çинче çĕрĕн пулăхлă пайне сиенлетнине (çут çанталăка кỹнĕ сиен 144 миллион тенкĕпе танлашнă) тупса палăртнă. Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 254 статйин 1 пайĕнче палăртнă йĕркене пăсни çинчен калакан асăннă фактпа прокуратура ĕçченĕсем уголовнăй ĕç пуçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика