Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсĕ пĕччен мар

11 октября 2017 г.

Кашни çулах юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче психика сывлăхĕн кунне паллă тăватпăр. Кăçал вăл "Зарядкăна тавтапуç, психика йĕркере" девизпа иртет.

Эпир пурте канăçсăрлăх, пăшăрхану, сỹрĕклĕх, вĕчĕрхенỹ, тепĕр чухне ăнланмалла мар шикленỹллĕ, пусăрăнчăк кăмăл мĕнне лайăх пĕлетпĕр. Çак туйăмсен сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Вĕсене тепĕр чухне пĕччен ниепле те татса пама май çук. Паян Интернет урлă тĕрлĕ ыйтусен хуравне тупма пулать-ха тетпĕр. Çапах та унтан ытларах кирлĕ маррине те илме пулать. Ырă сĕнỹ-канаша çак енĕпе ятарлă специальноç илнĕ çынран лайăхрах кам татса парĕ? Çавăнпа та тухтăр сире тĕрлĕ енлĕ пулăшĕ.

Хальхи вăхăтра çемьесенче лару-тăру çăмăл мар. Арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те ачисене пăрахса инçете ĕçлеме тухса каяççĕ. Иккĕшĕ икĕ çĕрте чухне çемье ăшши çухаласси каламасăрах паллă. Мăшăрсем хушшинчи таса юрату çухалать, ачисем те ашшĕн хỹттисĕр, амăшĕн ăшшисĕр çитĕнеççĕ. Чылай чухне çамрăк çемьесем уйрăлнин сăлтавĕ те çакăнта.

Çемьери йывăр лару-тăру, уйрăлу, çывăх çынсене çухатни çыннăн психикине чылай хавшатать. Пĕчченлĕхре тăрса юлсан çирĕп мар кăмăллă çын хăйне алă хурасси патне те çитет. Юлашки вăхăтра районта хĕрарăмсем тĕрлĕ шĕвек ĕçсе çут тĕнчепе сывпуллашни пĕрре мар тĕл пулчĕ. Çамрăксем кăна мар, аслă ăру çыннисем те çылăхлă çул çине тăраççĕ. Йывăр лару-тăру кашни çынпах пулса иртет. Йывăрлăхра пĕччен тăрса юлнă чухне тухтăртан пулăшу ыйтма вăтанмалла мар. Пурнăç ĕмĕртен хурапа шурă пулăмсенчен тытăнса тăрать. Унăн саккунĕ çапла. Ăна никам та улăштараймасть. Чун-чĕрерине çывăх çынна уçса параймастăр пулсан врач сире кирлĕ мар шухăшсенчен сирĕлме пулăшатех. Çавăнпа та тухтăртан пулăшу ыйтма ан вăтанăр. Тăтăшах зарядка тăвăр. Ỹт-пу хусканăвĕсем усал шухăшсене сирме те пулăшаççĕ.

А.МОЛОСТВОВ,
психиатр врач.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика