Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçата йỹнетнĕ хакпа

07 октября 2017 г.

Почтальон ĕçĕ ансатах мар. Шăрăхпа сивĕре те, çумăрпа çил-тăманра та унăн кулленех хăнăхнă сукмака такăрлатмалла, вулакансем патне вăхăтлă çитмелле.

Çăмăл мар пулсан та çак профессие суйласа илсе почта сумкине кăмăлпах йăтса çỹресе халăх çинче ырă ят-сум çĕнсе илеççĕ почта çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсем.

Кỹлпуçри почта çыхăну уйрăмĕнче хаçат-журнал çырăнтарас плана çулсеренех тултарса пыраççĕ.

Валентина Охотинăпа Елена Анисимова почтальонкăсем "Елчĕк ен" хаçата ку тăрăхра кăмăлласах çырăннине хыпарлаççĕ. Юпа уйăхĕн 5-15-мĕшĕсенче иртекен çырăнтару вунăкунлăхĕ вăхăтĕнче вĕсем кашни вулаканпах уйрăммăн тĕл пулса калаçаççĕ. Почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Светлана Яшина вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Çепĕç чĕлхеллĕскерсене вулакансем те питĕ кăмăллаççĕ, куç пек кĕтеççĕ.

- Тавах почтальонсене пире хаçат-журнал, унпа пĕрле кашни уйăхрах пенси укçине вăхăтлă парса тăнăшăн. Унсăр пуçне куллен кирлĕ таварсемпе те тивĕçтереççĕ. Халăхпа ырă та тарават вĕсем, - теççĕ Кỹлпуç тата Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан ватăсем почтальонсем пирки сăмах пуçарсан.

Çырăнтару вунăкунлăхĕнче Николай Савиновпа Александр Яшин тата ыттисем те район хаçатне хаваспах çырăнчĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика