Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕн ĕçĕр пархатарлă

07 октября 2017 г.

Сирĕн ĕçĕр пархатарлă

Учитель... Вăл кашнийĕн пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ те асра тытса тăракан сăнар. Кирек кам та хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне, аслă çул çине тухма пулăшнă ытти педагогсене чĕре варринче упрать пулĕ. Педагог профессийĕ сăваплă та пархатарлă.

Тĕнчери чи ырă профессие суйласа илнисем хăйсен уявĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залне пуçтарăнчĕç. Вĕрентекенсене пăхса ытарма çук: пит-куçĕсенче ăшă кулă вылять, куçĕсем нихçанхинчен те асамлăн çиçеççĕ...

Уяв илемлĕ те чуна сипетлĕх кỹрекен юрăран пуçланчĕ. "Сердце матери" юрра шăрантаракансем республикăри учительсен хорĕсем хушшинчи конкурсăн кăнтăр зонăри çĕнтерỹçи - Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ. Дирижерĕ - Галина Московская. Хор Иван Шурбин кĕвĕленĕ çĕнĕ "Тăван кил ăшши" юрăпа та тыткăна илчĕ. Çак программăпа вĕсем республикăри хорсен тупăшăвне хутшăнаççĕ.

Уявра чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый сăмах илчĕ. Районти 15 шкулта 197 педагог ĕçлет. Вăл учителĕн çăмăл мар ĕçне пысăка хурса хакланине, юлашки çулсенче Елчĕксем яллă районсем хушшинче предметсен олимпиадисенче çĕнтерессипе, ытти тĕрлĕ конкурссенче тупăшассипе республикăра пĕрремĕш вырăнта тăнине, Раççей шайĕнчи конкурсра районти икĕ шкул çĕнтернине палăртрĕ.

Уява Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова хутшăнчĕ. Вăл пухăннисене професси уявĕпе саламланă май Чăваш Енри шкулсем Раççей шайĕнчи ТОП-200, ТОП-500, ТОП-300 конкурссенче мала тухнисене асăнчĕ. Уйрăмах ТОП-300 конкурсра (Раççейри ялти шкулсенче) республикăри 11 шкул кĕнине, вăл шутран иккĕшĕ Елчĕк районĕнчи Елчĕкри тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсем пулнине палăртрĕ.

Алевтина Николаевна Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерствин Хисеп грамотисене Елчĕкри кĕçĕн классен учительницине Татьяна Васильевăна, Хăвăлçырмари физкультура учительне Андрей Карсакова, Чăваш Республикин Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене Курнавăшри Венера Кудряшова воспитателе, Елчĕкри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Кушмановăна, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Галина Черновăна, Раççей Федерацийĕн вĕренỹпе наука работникĕсен профсоюзĕн Чăваш рескомĕн Хисеп грамотисене Аслă Елчĕкри кĕçĕн классен учительницине Вера Питаковăна, Лаш Таяпари директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Марина Меметовăна, Кивĕ Эйпеçри ют чĕлхесен учительне Раиса Федоровăна парса чысларĕ.

Чăваш Республикинчи ачасен прависен уполномоченнăйĕ, пирĕн район кураторĕ Елена Сапаркина сумлă професси çыннисене вĕрентỹре пысăк тăрăшулăх, воспитани ĕçĕнче ăсталăх кăтартакан шкул ĕçченĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисем парса чыс турĕ.

Елчĕк район пуçлăхĕ Ираида Васильева кăçалхи вĕренỹ çулĕнче Елчĕк шкулĕнче ĕçлеме пуçланă çамрăк педагогсене - Ольга Питаковăпа Екатерина Сергеевăна ырă çул сунчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин учительсен пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулнине палăртрĕ, малашне те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе район халăхне савăнтарма ăнăçу сунчĕ.

Николай Миллин тата Леонард Левый педагогикăра курăмлă ĕçсемпе палăракансене район администрацийĕн, вĕренỹпе çамрăксен политикин Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Районти культура ĕçченĕсен, музыка учителĕсен, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсен илемлĕ юрри-кĕвви педагогсен кăмăлне тата çĕклерĕ, малашне те юратнă ĕçре çитĕнỹсем тума хавхалану кỹчĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика