Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахра пысăк вăй

07 октября 2017 г.

Юпа уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Чăваш Республикинчи наци библиотекинче "Массăллă информаци хатĕрĕсенче терроризма тата экстремизма информаци мелĕпе хирĕç тăрассине йĕркелес уйрăмлăхсем çинчен" ятпа семинар иртрĕ. Унта Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, влаç органĕсен тата вăй ведомствисен пресс-службисен представителĕсем хутшăнчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕпе Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленĕ икĕ кунлăх семинар журналистсемшĕн питĕ усăллă та кăсăклă пулчĕ. Республика шайĕнче пĕрремĕш хут иртекен çакăн евĕр семинара Чăваш Республикинчи террора хирĕçле комиссин аппарачĕн ертỹçи Евгений Терешин уçрĕ. Терроризмпа экстремизм идеологийĕсене хирĕçлекен материалсене хатĕрлес ĕçре журналист тỹпи пысăк пулнине, çак çăмăл мар темăна çутатнă чух информацие граждансем патне тĕрĕс те ĕнентерỹллĕ илсе çитернинчен обществăри лару-тăру тата граждансен кăмăлĕ, шухăш-туйăмĕ мĕнле пуласси килнине палăртрĕ вăл. Мускав хулинчен килнĕ экспертсемпе психологсем хăйсен лекцийĕсенче, мастер-классем ирттернĕ вăхăтра çак тĕп шухăша малалла тăсрĕç. Семинарăн пĕрремĕш кунĕнче журналистсен умĕнче общество хăрушсăрлăхне хирĕç тăвакан преступленисен тытăмĕнче ĕçлекен Светлана Яковлева эксперт тата Федерацин А.И.Бурназян ячĕллĕ медицина центрĕнчи экстремаллă психологи лабораторийĕн аслă наука ĕçченĕ Татьяна Синицына сăмах илчĕç. Светлана Яковлева экстремизм ушкăнĕсенче тăракансем тепĕр çынна мĕнле витĕм кỹме пултарни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Террористсем тата экстремистсем. Камсем вĕсем? Мĕнле тĕллеве мала хураççĕ? Вĕсен серепине камсем çакланаççĕ? Ислам мĕне вĕрентет? Çакă тата ытти çивĕч ыйтусене хускатрĕç малалла семинарта.

Экстремистла тата терроризмла ушкăнсем тỹрĕ çыхăнура пулни куç кĕрет. Нимĕнле чикĕ те çук тейĕн вĕсемшĕн. Хаярлăх, пусмăрлăх тата сехĕрлентерỹ çинче никĕсленеççĕ вĕсем. Ислам радикалисчĕсем хăйсен ĕç-хĕлне коранпа никĕслеççĕ. Анчах корана араб чĕлхипе çырнă, радикаллă кашни юхăм ăна хăйне кирлĕ пек куçарать, ыттисене корана çапла çырнă тесе ĕнентерет. Чăн ислам йĕркине пăсакансен тĕп тĕллевĕ - "тĕрĕс маррисене" ("неверные") хирĕç кĕрешесси (вĕсемпе çапăçса вилсен çын çăтмаха лекет тесе ĕнентереççĕ усал шухăшлăскерсем), вĕсен юнне тăкса хăйсен политикăри тĕллевĕсене пурнăçа кĕртесси. Чăнлăхăн хăйĕн енĕ: террорист мăсăльман пулаймасть, мăсăльман вара террорист пулаймасть. Тĕне ĕненекен çын нимĕнле теракт та тума пултараймĕ. Мĕншĕн тесен ислам пусмăрлăх тĕнĕ мар, унăн тĕшши юратупа ыркăмăллăх, теприне каçарма пĕлни, ытти тĕне хисеплени.

- Вербовщиксем - питĕ ăста психологсем. Çынна хăйсен енне çавăрасси вĕсемшĕн нимĕн те мар. Эпĕ вĕсен тыткăнне лекмĕп тесе никам та шантарса калама пултараймĕ. Кашни сăмаха вырăнлă суйласа кирек мĕнле çынна (çав шутран мана та) хăйсен енне çавăрма, ăс-тăнне улăштарса чунĕсенче теприн патне курайманлăх çуратма пултараççĕ, - палăртрĕ эксперт. Пуян опытлă психолог çапла калать пулсан, эппин çакă пире тата тимлĕрех пулма хистет. Мĕн тумалла-ха халăхăн усал шухăшлă çынсенчен пăрăнас, вĕсен витĕмне кĕрсе ỹкес мар тесен? Паянхи кун Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕ, телекурав шалти тата пĕтĕм тĕнчери политикăн тухăçлă инструменчĕ пулса тăрать. Шел те, чылай чухне вĕсемпе экстремизма, национализма ỹстерме, обществăн ăс-тăнĕпе чеен усă курма тата хĕтĕртме, патшалăхсен шалти политикине тỹрреммĕн хутшăнма усă кураççĕ. Ытларах камсем çакланаççĕ усал шухăшлă çынсен серепине? Мĕнпе илĕртеççĕ вĕсем? Чи малтанах пурнăçра хăйсене пĕччен туякан, çывăх çыннисен юратăвĕпе ăнланăвне çителĕклех туяйман çынсем.

А.И.Бурназян ячĕллĕ медицина центрĕнче экстремаллă психологи лабораторийĕн аслă наука ĕçченĕ пулса тăрăшакан Татьяна Синицына эксперт семинара хутшăннисене йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынпа мĕнле калаçмаллине тата унăн чунне уçма пултаракан кирлĕ сăмах тупма вĕрентрĕ. Бесланта пулса иртнĕ теракт тата чрезвычайлă ытти лару-тăрура шар курнисене пĕрре мар психологи пулăшăвĕ панă эксперт сăмахĕсене чăн пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Семинарăн иккĕмĕш кунĕнче массăллă информаци хатĕрĕн ĕçченĕсемпе филологи наукисен кандидачĕ, "Россия сегодня" патшалăх интернет-проектсен дирекцийĕн кăларăм енĕпе ĕçлекен редакторĕ Елена Дорошенко, Раççей халăхĕсен Ассамблейин Канашĕн Председателĕн çумĕ Андрей Худолеев, террора хирĕçле наци комитечĕн информаци центрĕн представителĕ Александр Поляков экстремистла ушкăнсене хирĕç вирлĕн кĕрешес, информаци технологийĕсем, интернет тата социаллă çыхăнусем урлă киревсĕр шухăшсене сарма хăтланакан радикалсен çулĕсене пỹлес, ку енĕпе общественноçа та хастар хутшăнтарас енĕпе ĕçлемелли мелсем тата ытти чылай ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика