Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсенчен килнĕ хыпарсем

07 октября 2017 г.

Çирĕклĕ Шăхаль. Культура çуртĕнче "Эпир сире курма хавас" халăх пултарулăхĕн çĕнĕ сезонĕ уçăлнă.

О.Муравьева заведующи малтанах пухăннисене иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Çулталăк тăршшĕнче тунă ĕçсем курăмлă: вун-вун конкурса хутшăннă, патшалăх тата професси уявĕсене паллă тунă, пултарулăх тата çемье каçĕсем йĕркеленĕ... Малашне те ял çыннисене çĕнĕ конкурс-фестивальсем, тĕрлĕ уявсем, концертсем кĕтеççĕ. Культура çуртĕнче ача-пăча, аслă ăру çыннисемпе çамрăксем валли те тĕрлĕ кружок ĕçлет.

Лаш Таяпа. "Кашкăр йăви" сунарçăсен базинче пурсуй йытăсен регион шайĕнчи "Жемчужина Поволжья - 2017" курав иртнĕ.

Выставкăна Мускав, Саратов, Ульяновск хулисенчен, Мускав, Чулхула, Пенза, Саратов, Ульяновск облаçĕсенчен, Тутарстан, Чăваш Республикисенчен хутшăннă. 40 ытла йытăран чи лайăххисене палăртса чемпион ячĕсем, медальсем панă.

Курнавăш. Вырăскассинчи библиотекăра Николай Симунов писатель 80 çул тултарнине халалласа литература каçĕ иртнĕ. Чăвашсен паллă поэтне, прозаикне, СССР писателĕсен союзĕн членне вулакансем ытларах "Тымар", "Малтанхи çăлтăрсем", "Ан йĕр эсĕ, Лена", "Телейне кура шăпи", "Пурнăç юмах мар" кĕнекесем тăрăх лайăх пĕлеççĕ. Вулакансем хальхинче ытларах Николай Васильевичăн "Телейне кура шăпи" кĕнекине тишкернĕ.

Аслă Таяпа. Шуршури клубра Геннадий Петровичпа Юлия Анатольевна Можаевсен рубин туйне анлă паллă тунă. 40 çул шăкăл-шăкăл пурăнакан ашшĕпе амăшне паллă уявпа саламлама хĕрĕпе мăнукĕсем - чăваш эстрада çăлтăрĕ Алина Варнапа ачисем, Людмила Семеновăпа Михаил Федоров паллă юрăçсем килнĕ. Можаевсен çемйи ячĕпе çепĕç юрăсем нумай шăраннă. Ял çыннисем те хисеплĕ мăшăра ăшшăн саламланă.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика