Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ят-сум ыт ахальтен килмен

07 октября 2017 г.

Елчĕк тăрăхĕ Раççейĕпех е тĕнчипех паллă çынсемпе пуян. Социализмла Ĕç е Совет Союзĕн Геройĕсен шучĕпе эпир хамăртан пысăкрах хăш-пĕр районсенчен те маларах тăратпăр. Ĕлĕкрех "Халăх тарçи" тесе (чăннипех çапла пулнă вĕсем!) ят панă чылай депутатсемпе те мухтанатпăр. Вĕсенчен пĕри Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ, нумай çул механизаторта тар тăкнă, районта тата республикăра хăйĕн хастарлăхĕпе чапа тухнă, ахаль колхозникран СССР халăх депутачĕн шанăçне çĕнсе илме пултарнă Алексей Александрович Дмитриев.

Вун-вун çул ачасене вĕрентнĕ, сакăр теçетке патне çывхарать пулсан та фольклор ушкăнĕнче юрлама-ташлама пăрахайман мăшăрĕпе, Людмила Федоровнăпа пилĕк ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă пулсан та хăш-пĕрисем вĕсене асăрхасах та каймаççĕ. Çапла вĕт вăл ял çынни: кỹрши-арши ырришĕн, чылай чухне пĕр ыйтмасăрах пулăшнишĕн ăшшăн тав тăвать те... Пулчĕ те!

Хальхисенчен нумайăшĕ Алексей Александрович, ялти пек каласан Леля тете, ĕлĕкрех миллионер колхоз пулнă "Слава" хуçалăхăн чăн-чăн тĕрекĕ пулнине те астумасть. Тен, вăл ахаль водитель е тракторист-комбайнер пулнă чухнех хăй тĕрĕс пулнипе, ĕçе тĕплĕ тунипе палăрнине пĕлекенсенчен чылайăшĕ пиртен уйрăлса кайнинчен те килет пулĕ çакă. Е тата кỹршĕллĕ тăватă районта пурăнакансем темиçе кандидатран никама та мар, ăна СССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă хыççăн тĕнчери чи хăватлă, вăйлă, экономикăпа культура аталанăвĕпе чи малти çĕршыв пулнă Совет Союзĕ арканнинче унăн айăпне те кураççĕ-ши?

- Эпĕ, эпĕ кăна мар, депутатсенчен ытларахăшĕ Пĕрлĕхлĕ Совет Союзне сыхласа хăварассишĕн май килнĕ таран тăтăмăр, - аса илет Алексей Александрович, паян та Раççейре кризис текен лару-тăру вĕçленменнине чунĕпе туяканскер. - Арçынсенчен те хăюллă, тỹрĕ чунлă Сажи Умалатова Горбачев Президента шанма çукки çинчен кашнинех илтмелле, ĕненмелле каланине те пурте тенĕ пекех ырларĕç. Анчах мĕн тăвăн, демократи çĕршывĕ тăватпăр тесе, чăн туслăхпа пĕрлĕх юхăмне пăтратакансем вăйлăрах пек пулса тухрĕç. Юрать-ха, çав пысăк йăнăша халăх ăнланса, малашне мĕнле çул-йĕрпе пырассине туйса пырать...

...Ăна Мускавран таврăнсанах пысăк колхозăн техника паркĕн хуçи - мастеркой ертỹçи пулма уйăрса лартаççĕ. Унчченхи пекех аслисем те, çамрăксем те ун тавра чăмăртанаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл Мускавра суйлавçăсен наказĕсене пурнăçлас енĕпе пикенсе ĕçленине пурте курса-туйса тăнă. Çỹлтисем тĕплĕн шутласа туман тỹрлетỹсене пула анчах кăшт çеç туса пĕтереймен колхоз укçи-тенкипе çĕкленĕ Лаш Таяпари сăра заводне Белоруссиренех чи кирлĕ оборудованисене уйăрса пама нумай пулăшать. Ку ыйтупа вăл СССР Правительствин пуçлăхĕ Н.И.Рыжков патне те хăюллăнах кĕнĕ. Патăрьелĕнчи сĕт-çу заводне, Шăмăршă тата Комсомольски тăрăхĕнчи предприятисемпе вĕрентỹ учрежденийĕсене чи кирлĕ оборудовани тата транспорт тупса илме май туса парать. "Мухтав Турра, вăл вăхăтра çĕршыв промышленноçĕ ăнăçлă ĕçленĕрен влаçра ларакансене халăх ыйтăвне тивĕçтерме çăмăлрахчĕ, - палăртать чи пысăк пуçлăхсем патне кĕме те, нумай наказсене татса пама та пултарнă депутат.

- Ара, эсир çынпа ĕçлеме ялтах хăнăхса çитнĕ те.

- Пурнăç хăех хистенĕ пирĕн ăрăва пуçаруллă пулма. Ахаль те, район депутатне суйланă çулсенче те чылай ыйтусене татса парас тесе чунтан тăрăшнă...

- Тĕп-тĕрĕсех, - вăл тỹррĕн тата тĕрĕс каланине çирĕплетет Алексей Александровичран самай аслă, хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Эйпеçре бригадирта тăрăшнă ĕç ветеранĕ Зинон Михайлович Дружинин. - Унăн лăпкăлăхĕ, ĕçе чунтан туни ыттисене тыткăнлатчĕ те, парăнтаратчĕ те. Пĕррехинче пирĕн хирти тулла пухма вунна яхăн комбайн (ушкăнлă меслетпе ĕçлеттĕмĕр ун чух) килсе çитрĕ. Вырма пахалăхне тĕрĕслетĕп те, çапнă улăм çине чылай тырă юлни палăрать. Пĕр комбайнерне калатăп, теприне... Ним пулман пекех малалла ĕçлесе каяççĕ. Леляна (Дмитриева) асăрхаттартăм та вăл çийĕнчех пĕтĕм ушкăна чарса барабансене кирлĕ пек йĕркелеттерчĕ, тăкак çулне пỹлсе хучĕ.

Тепĕр тесен, вăл водительте ĕçленĕ чухне те ыттисен пуçĕ, ертỹçĕччĕ. Колхоза килекен минераллă удобрение час-часах вакунран тỹрех тиесе турттарнă. Ăна илме миçе машина кайсан та вакун алăкĕ умне кузова Леля хăй тỹп-тỹрĕ тата чи çывăха лартса хуратчĕ. Кĕскен каласан, вăл вун-вун механизаторăн наставникĕ е чăн-чăн пулăшаканĕ, вĕрентекенĕ пулни куç умĕнчеччĕ.

Алексей Александровичăн тепĕр ырă йăлине те манмаççĕ ялта. Вăл кирек мĕнле техникăна çĕнетмелли, лайăхрах ĕçлемелли мелсем ăсласа тупатчĕ. Леля пуçарнипе тата пĕрле тăрăшнипе колхоз мастерскойĕнчех тĕш тырă комбайнне кукуруза пуçĕсене пухса çапма майлаштарнă. Вырăнтах çĕр улми аврине тракторпа çулмалли хатĕр, сухан вăрри лартмалли сажалка ăсталанă. Çавна курах пулĕ вăл çамрăксен наставникĕ тата "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ятсене те тивĕçнĕ. Унăн сумлă парнисемпе наградисем упранакан арчинче вун-вун Хисеп хучĕсемпе дипломсем тата тĕрлĕ шайри депутат паллисемпе пĕрлех Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Ĕç Мухтавĕн виççĕмĕш степеньлĕ орденĕсем, Пĕтĕм Союзри халăх çитĕнĕвĕсен куравĕн ылтăн е ытти медальсен ĕнентерỹ хучĕсемпе тĕл пулатăн.

Акă мĕнле çын вăл тăван çĕр çинче ỹссе, халăха çăкăрпа тивĕçтернĕ, яла çĕнетес тата аталантарас тесе пĕтĕм вăйне тата талантне парса ĕçленĕ Алексей Александрович Дмитриев! Вăл паян та çамрăксен, ял çыннисен çывăх тусĕ пулнипе палăрса тăрать.

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика