Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей чỹречерен пырса шакканă

07 октября 2017 г.

Телей чỹречерен пырса шакканă

Кăçал ЗАГС тытăмне йĕркелени - 100 çул. Çавна май Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви ача ятне савăнăçлă лару-тăрура регистрацилессипе конкурс ирттерет. Елчĕкри ЗАГС пайĕ те унта хутшăнчĕ.

Мĕн ĕлĕк-авалтанах, çĕр çинче пурнăç пуçланса кайнăранпах, мĕнпур чĕрчун, ỹсен-тăран пĕр-пĕринпе çывăхланса хăйсен вырăнне çĕнĕ ăру хăварнă. Ача çурални кирек хăш саманара та, кирек хăш патшалăхра та ашшĕпе амăшне калама çук пысăк савăнăç кỹнĕ, вĕсен яваплăхне ỹстерме хистенĕ. "Ача-пăча пỹрт тултарать", "Ача-пăча чуна йăпатать", - тет чăваш. Вырăссен паллă писателĕ Максим Горький те ачасене пурнăç чечекĕпе танлаштарнă. Çуркуннехи ытарма çук илемлĕ ир пире кашнинех яра куна тухăçлă ĕçлемелĕх вăй-хал парса кăмăл-туйăма çĕклентернĕ пекех, çамрăк мăшăрсен ача çурални çемьене пысăк савăнăç, телей илсе килет. Нумаях пулмасть çак телей Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Владимир Юрьевичпа Светлана Вячеславовна Архиповсен чỹречинчен пырса шакканă. Çак савăнăçа тус-тăвансемпе пайлама, пĕчĕк пепкене ят хума, унăн ашшĕ-амăшне чыслама пуçтарăннă та эпир ЗАГС пайне.

Çемье ача-пăча сассипе илемлĕ. Телейлĕ çемьере телейлĕ ачасем çуралаççĕ. Атте-анне вара кашни çыншăн çав тери çывăх, ĕмĕр манми çывăх çынсем. Мĕн авалтан ăруран ăрăва, ламран-лама пыраççĕ пепкен пĕрремĕш сăмахĕсем: анне, атте. Ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш тивĕçĕ - тĕпренчĕкĕсене сывă та йĕркеллĕ çын туса ỹстересси.

Çемьене "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килни юратнă районшăн та, Чăваш Еншĕн те, Раççей çĕршывĕшĕн те пысăк савăнăç пулса тăчĕ. Мĕншĕн тесен эпир пĕчĕк гражданина хамăр йыша илетпĕр. Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕпе килĕшỹллĕн, ашшĕ-амăшĕ кăмăл тунипе пепкене Стас ят паратпăр. Владимир Юрьевичпа Светлана Вячеславовна ача çурални çинчен акт çине алă пусса çирĕплетеççĕ. Пирĕн районта тепĕр çĕнĕ гражданин - Стас Владимирович Архипов çуралнине регистрацилерĕмĕр. Ача çурални çинчен калакан свидетельствăна Архиповсене телей сунса район пуçлăхĕ Ираида Васильева пачĕ. Уява хутшăннă Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин ЗАГС пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Семенов та Архиповсене çемье хутшăннă ятпа саламласа Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне çитерчĕ.

Стас - славян чĕлхинчен куçнă, "хăйĕн çирĕплĕхĕпе мухтавлă" тенине пĕлтерет. Кирек мĕнле ят суйласан та çын хăйĕн пурнăçне хăй йĕркелет. Кашни ачан пуласлăхĕ тăван çемьепе çыхăннă.

Пирĕн несĕлсем çемье пĕлтерĕшне лайăх пĕлсе тăнă, пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынă. Çемьесенче ачасене сывă çитĕнтерес, усал-тĕселтен, чир-чĕртен сыхлас тĕллевпе тĕрлĕ йăла-йĕркене пăхăннă. Сăмахран, ачана пуçласа алла илсен асламăшĕ е кукамăшĕ вăл телейлĕ пурнăçпа пурăнтăр, çемçен те тутлăн калаçтăр тесе унăн тутине çупа пыл сĕрнĕ. Авалхи йăларан пăрăнмасăр пĕчĕкскере кукамăшĕ - Елизавета Баринова саламларĕ.

Ача çуралнине ĕлĕкхи чăваш Турă парни вырăнне хурса йышăннă. Пепке çуралнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ вăл, пĕтĕм йăх-ăрăва пуçтарса ача чăкăчĕ çитернĕ. Хурăнташсем пуçтарăнсан сĕтел çине пуçламан çăкăрпа чăкăт хунă, яшка лартнă. Кунта та пухăннисем пепке ырлăхлă-сывлăхлă, çăкăр-тăварлă, выльăх-чĕрлĕхлĕ, ырă кун-çĕрлĕ, ача-пăчаллă, вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр тесе çăкăрпа чăкăт астиврĕмĕр.

Архиповсем ял тăрăхĕнчи хисеплĕ çемье. Виççĕмĕш ывăл çуралнă ятпа мăшăра Курнавăш ял тăрăхĕн специалисчĕ Алиса Купташкина, тăванĕсемпе çывăх тусĕсем, пĕрле ĕçлекенсем саламларĕç.

Телейлĕ мăшăра Елчĕкри культура ĕçченĕсем илемлĕ юрăсем юрласа тата савăнăç кỹчĕç.

Н.БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика