Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсен ертỹçи - пирĕн ентеш

07 октября 2017 г.

Хĕрарăмсен ертỹçи - пирĕн ентеш

Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнче Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн черетсĕр XVIII съезчĕ иртрĕ.

Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçин пĕрремĕш çумĕ Николай Каргин, ЧР хĕрарăмсен союзĕ çумĕнчи ыр кăмăллăх фончĕн попечительсен канашĕн ертỹçи Лариса Игнатьева, Чăваш Енри ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин, сумлă ытти çынсем тата 221 делегат хутшăннă. Вĕсен йышĕнче - пирĕн районти пилĕк хĕрарăм-активист.

Культура керменĕн фойинче йĕркеленĕ куравра районсенчи хĕрарăмсен канашĕсем "Наци тата культура йăли-йĕркине упраса хăварса амăшĕнчен - хĕрне, ашшĕнчен - ывăлне парса хăварасси" курав йĕркеленĕ. Унта Елчĕкри музейри ал ĕçĕсем сумлă вырăн йышăнчĕç.

Тухса калаçакансем юлашки çулсенче республикăри хĕрарăмсен союзĕ лайăх ĕçлесе пынине палăртрĕç, союз ертỹçинче нумай çул вăй-халне, ăсталăхне парса ĕçленĕ Ольга Зайцевăна ырăпа аса илчĕç.

Черетсĕр съездăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри союз ертỹçине суйласси пулчĕ. Унăн ертỹçи пулма ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумне Алевтина Федорова кандидатурине сĕнчĕç. Делегатсем çакна ырласа пурте уншăн сасăларăмăр.

Палăртма кăмăллă, Алевтина Николаевна пирĕн ентеш. Вăл Таяпа Энтри ялĕнчи Журавлевсен хĕрĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 47-мĕш номерлĕ шкулта географи, историпе обществознани, право предмечĕсене вĕрентнĕ. Каярахпа унтах директорăн çумĕ, директор пулса ĕçленĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче А.Федоровăна Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумне çирĕплетнĕ. Халĕ тата унăн обществăлла ĕç хушăнчĕ - вăл республикăри хĕрарăмсен союзне ертсе пырать.

Çĕнĕ ертỹçĕ район-хулари хĕрарăмсен юхăмĕн хастарĕсене Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Е.МИХАЙЛОВА,
районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика