Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Призыв пуçланчĕ

07 октября 2017 г.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче черетлĕ призыв тапхăрĕ пуçланчĕ. Çавна май Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ пĕлтĕр тата кăçал çар службине тăрассинчен пăрăннă çамрăксем тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн уголовнăй кодексĕн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе пуçарнă уголовнăй ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшỹллĕн Тăван çĕршыва хỹтĕлесси кашни гражданинăн тĕп тивĕçĕ шутланать. Çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăннăшăн уголовнăй майпа явап тыттараççĕ: е 2 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма, е 200 пин тенкĕ таран штрафлама, е 2 çул таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме пултараççĕ.

2017 çул пуçланнăранпа асăннă статьяпа пурĕ 7 уголовнăй ĕç пуçарнă. 2016 çулта салтака каясран пăрăннăшăн 9 çынна айăпланă. Салтак тивĕçне пурнăçласран пăрăнакансем пур пулсан та, вĕсен шучĕ чакса пынине палăртмаллă. 2015 çулта Чăваш Енре ку енĕпе 11 çынна, 2014 çулта - 22, 2013 çулта - 25, 2012 çулта - 14, 2011 çулта 38 çамрăка явап тыттарнă.

Повестка парсан та призывниксем çар комиссариатне е призыв пунктне вăхăтра пымаççĕ. Хăшĕсем чылай çул "çухалса" пурăнаççĕ.

Пĕлтĕр судсем çара каяссинчен пăрăннă çамрăксен ĕçĕсене пăхса тухса вĕсене штраф пама йышăннă. Çамрăк çынсем хăйсен айăпне йышăнни айăплава çемçетме пулăшнă, вĕсен тĕлĕшĕпе палăртнă шртафсен виçи 15 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕпе танлашнă. 2013 çулта республикăра "таркăнсем" тĕлĕшĕпе палăртнă штрафсен пĕтĕмĕшле виçи 1,1 миллион тенкĕ, 2014 çулта - 700 пин, 2015 çулта - 830 пин, иртнĕ çул 350 пин тенкĕ пулнă.

Салтак ретне тăрасран пăрăннăшăн тивнĕ айăплав çар тивĕçне пурнăçласран хăтармасть. Айăплав вăхăчĕ вĕçленсен çамрăкăн салтак аттине тăхăнмах тивĕ. Штрафа вăхăтра тỹлеменнисен айăплавĕ те çирĕп - вĕсене ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

Т.ПРЫГУНОВА,
Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн следователĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика