Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипран - вакцинаци

07 октября 2017 г.

Грипп - сывлăш урлă ерекен чир. Сывă çыншăн чирлĕ çынпа пĕрле пулма хăрушă. Сывлăх енчен хавшакрах тата тĕрлĕрен чирпе аптăракан çынсене вăл частарах лекет.

Грипăн паллисем - ỹт-пĕве шăнтать, пуç хытă ыратать, температура 38-39 градуса çити ỹсет. Вĕриленнĕрен пуç çаврăнать, пĕтĕм шăм-шак ыратать, сăмсапа сывлама йывăрланать, хăшĕсен куççуль юхма пултарать. Çавăнпа пĕрлех сывлăш çулĕн клеткисенче вируссем аталанаççĕ, типĕ ỹслĕк, сунас пуçланать. Тепĕр чухне тутасем çине тата сăмса тĕлĕнче хăмпăллă пĕчĕк шатрасем тухаççĕ. Чир шала каймасан çын 5-7 кунран сывалать. Анчах вăл вунă кунчченех хăйне вăйсăр туять. Ачасен грипп йывăртарах иртет, температура хăвăрт ỹссе каять, ỹпке шыççи те пулма пултарать. Чир ерсенех е тепĕр икĕ кунтан ачан сăмси питрĕнет, сунаслать, йывăррăн сывлать, ỹсĕрттерет. Çемьере гриппа чирленĕ çын пулсан ăна вырăн çине вырттармалла, ытти çынсенчен уйăрмалла. Чирлĕ çын валли питшăлли, вырăн таврашсем, сăмса тутри уйрăм пулмалла. Чирлĕ çын патĕнче пулнă хыççăн алăсене супăньпе çума манмалла мар. Апчхулатнă тата ỹсĕрнĕ чухне чирлĕ çыннăн çăварне тата сăмсине хупламалла. Гриппа чирлĕ амăшĕн вара ачине кăкăр ĕмĕртнĕ чухне маска çыхмалла.

Грипран сыхланнă чух çак эмелсемпе усă курма пулать: оксалин маçĕ, анаферон, арбидол, виразол, кагоцел. Грипп сарăлнă чухне чей е вĕретнĕ шыв нумайрах ĕçмелле. Эмелсене пĕрремĕш кунсенчех ĕçме тытăнсан лайăхрах. Ỹт температури ỹссен - ăна чакаракан эмелсем, пылпа, хăмла çырли варенийĕпе чей тата нумайтарах шыв ĕçмелле. Хăшĕ-пĕри хăй тĕллĕн антибиотиксемпе, сульфаниламидсемпе усă курма тытăнать. Кун пек туни сиенлĕ.

Чирлĕ çын килте пулсан маска тăхăнмалла, эмелсене пĕр вăхăтра ĕçме тăрăшмалла, чашăк-тирĕк уйрăм пулмалла. Кил-çурта час-часах уçăлтармалла, тасатсах тăмалла.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, уçăлса çỹрени, тĕрĕс те тулăхлă апатланни, рациона белокпа, минерал хутăшĕпе, витаминпа пуянлатни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çанталăк сивĕтсе пынă май сухан, ыхра, улма-çырла, пахча-çимĕç, йỹçĕтнĕ купăста сĕтел çинчен татăлмалла мар.

Гриппа чирлесен апат анмасть, апла пулсан çăмăлрах апат (чăх шỹрпи, пăтă, çăмарта, сĕт-турăх) ĕçмелле-çимелле. Çанталăка кура тумланмалла, шăнасран асăрханмалла. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ синтетика материалтан хатĕрленĕ тум килĕштерет. Анчах вăл тарлаттарать - кун пек чухне шăнса пăсăлма та пулать. Ал-урана та шăнтмалла мар.

Гриппа чирлес мар тесен хальхи вăхăтра учрежденисен ертỹçисен ĕçлекенсене прививка тутарма тăрăшмалла. Чи малтанах прививкăна медицина ĕçченĕсене, вĕренỹ учрежденийĕсенче, суту-илỹре, транспортра ĕçлекенсене, пенсионерсене, тăтăшах сывлав органĕпе чирлекенсене турăмăр. Çавăн пекех Юрий Титов ертсе пыракан АО НПО "Промсервис" пысăк пуçарулăх кăтартрĕ. Унта тăрăшакан 16 ĕçчен грипп вирусне кĕрешсе прививка тутарчĕ. Вакцинине предприяти хăйĕн укçи-тенкипе туянчĕ. Çавăнпа та халăха прививка тутарма сĕнетпĕр. Вакцинаци тусан иммунитет вăйланнине асра тытар.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăри тĕп врач çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика