Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунтан юратнă ĕç

04 октября 2017 г.

Чунтан юратнă ĕç

Кăçалхипе 32-мĕш вĕренỹ çулне кĕтсе илчĕ Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Андрей Николаевич Карсаков учитель.

1958 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнăскер, халĕ те çамрăк чухнехи пекех маттур, улăп пек кĕрнеклĕ, мал ĕмĕтлĕ, çынпа тарават. Мĕн пĕчĕкрен физкультура учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ каччă. Кирек ăçта пулсан та - шкулта вĕреннĕ чухне те, Мурманск хулинче виçĕ çул çар карапĕ çинче хĕсметре тăнă вăхăтра та - спортпа туслă пулнă. Уйрăмах ăна ирĕклĕ майпа кĕрешесси, йывăр атлетика килĕшнĕ. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Кỹлпуç яшĕ салтакран килнĕ хыççăн учитель дипломне алла илет.

Çамрăк педагог-физкультурника направленипе Оренбург хулине ĕçлеме янă. Виçĕ çултан тăван еншĕн çунакан каччă хамăр тăрăха таврăнать. Малтанах Андрей Николаевич Комсомольскинчи спорт шкулĕнче тренер-преподаватель пулса вăй хурать. 1985 çултан вара - Хăвăл-çырма шкулĕнче. Çак тапхăрта мĕн чухлĕ ача унăн ăсталăхне алла илмен-ши? Вăл вĕренекенсемпе урокра ĕçленипе кăна çырлахмасть. Шкулта тĕрлĕ кружок йĕркеленĕ. Уйрăмах ачасем çăмăл атлетикăна, шашка-шахмата, кире пуканĕ йăтассине, йĕлтĕрпе ярăнассине кăмăллаççĕ. Ахальтен мар унăн вĕренекенĕсем спортăн кирек хăш тĕсĕпе те район, республика çĕнтерỹçисем пулса тăраççĕ. Маларах тунă çитĕнỹсем те пысăк.

Учитель ĕçĕн результачĕ - ачасен пĕлĕвĕ, вĕсен çитĕнĕвĕ. Шкулта хăш учитель мĕнле ĕçлени, тивĕçне мĕнле яваплăхпа пурнăçласа пыни, вăл ачасене юратнипе юратманни - пĕтĕмпех куç умĕнче. Вĕренекенсем çак енсене питĕ хăвăрт туяççĕ.

Андрей Николаевич предмечĕпе "5" паллă илме çăмăл мар. Апла пулсан та чылай ачан юратнă предмечĕ - физкультура. "5" паллăпа вĕренекен ачасем те йышлă, вĕсем пурте спортпа питĕ туслă. Çавăнпа мар-и А.Карсаков вĕрентекен ачасем Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче пĕлỹ илеççĕ. Вĕсем - Владимир Кузьмин, Анастасия Удалова, Татьяна Смирнова. Андрей Николаевич вĕренекенĕсем çулсеренех район, республика шайĕнче иртекен олимпиадăсенче те ăнăçлă ăмăртаççĕ. Кăçал Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕн выпускникĕ Дмитрий Волков физкультура предмечĕпе Раççей шайĕнчи олимпиадăра çĕнтерчĕ. Димăн пысăк çитĕнĕвĕшĕн Андрей Николаевич çав тери савăнчĕ. Мĕншĕн тесен Дима малтан Андрей Николаевичăн вĕренекенĕ пулнă.

Юлашки виçĕ çул хушшинче унăн вĕренекенĕсем район, республика ăмăртăвĕсенче 15 хутчен çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн А.Карсаков чылай Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ илме тивĕçнĕ. Чи кирли вара ачасен юратăвне, ашшĕ-амăшĕн хисепне çĕнсе илни.

Çапла, вăхăт малаллах шăвать. Хальхи вăхăтра мал ĕмĕтлĕ педагог пĕрремĕш вĕренекенĕсен мăнукĕсене физкультурăпа спорта юратма вĕрентет.

Ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ Андрей Николаевичпа Раиса Рафаиловна Карсаковсем. Каласа хăвармасăр иртес мар, Раиса Рафаиловна та пирĕн шкултах истори тата обществознани предмечĕсене вĕрентет. Çав вăхăтрах директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене те чыслăн пурнăçлать. Мăшăр яланах пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнать.

- Шкулсăр, вĕренекенсемсĕр хамăн пурнăçа мĕнле йĕркеленĕ пулăттăм-ши? Калама пултараймастăп, - йăл кулса калаçать Андрей Николаевич.

Эппин, татах та нумай çамрăка пурнăç çулĕ çине тухма, çĕршывшăн усăллă çын пулма пулăшĕ-ха тăрăшуллă педагог.

Зинаида МИХЕЕВА,
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.

Сăнỹкерчĕкре: А.Карсаков.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика