Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне те, атте те - вĕрентекен…

04 октября 2017 г.

"Вĕрен! Вĕрен! Вĕрен!" - текен, хĕвел чунлă Вĕрентекен", - тет хăйĕн сăввинче Раиса Сарпи. Чăнах та, мĕн тери çепĕç кăмăллă, хĕвел пек ăшă та сăпайлă вĕсем - пирĕн Вĕрентекенсем! Вĕсем ывăнма пĕлмесĕр ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе тăрăшаççĕ. Вĕрентекенсен кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, вĕсемшĕн яланах тĕслĕх пулмалла...

Вĕрентекен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Вĕсен кашни уроках тĕплĕн хатĕрленсе каймалла. Яланах шыравра пулмалла. Çакна эпĕ хамăн аннепе атте вĕрентекен пулнинчен питĕ лайăх пĕлетĕп. "Вĕрентекен кунĕ" - вăл пирĕншĕн çемье уявĕ пекех. Ара, аннепе атте хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ вĕт! Мĕн тери кăмăллă, вĕсене ирхине-ирех хăйсен вĕренекенĕсем шăнкăравласа саламлани, хăйсен вĕренỹри ỹсĕмĕсем çинчен каласа пани... Çакăн чухне вĕсем хăйсен савăнăçне куççуль витĕр кăлараççĕ... Çапла эпĕ вĕрентекенсен ĕçĕ пархатарлă та сăваплă пулнине питĕ лайăх ăнланатăп.

Манăн атте, Александр Алексеевич, Патреккелти тĕп шкулта физкультура предметне ертсе пырать. Вăл шкулта ачасене спорта юратма, унпа туслашма вĕрентет.

Атте мĕн пĕчĕкренех спорт енне туртăнса ỹснĕ, шкулта вĕреннĕ чухнех пысăк çитĕнỹсемпе тĕлĕнтернĕ: темиçе хутчен те шкул рекорчĕсене çĕнетме пултарнă, район, республика шайĕнчи чылай ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. Паян вара унăн вĕренекенĕсем атте пек пулма ăнтăлаççĕ, ăмăртусенчен çĕнтерỹпе таврăнса савăнтараççĕ.

Аттен пурнăçри девизĕ - "Тăвалла пулсан та малалла!". Çак девиз тăрăх манăн атте харсăр вĕрентекен пулнине тỹрех ăнланса илме пулать пулĕ. Вăл, чăнах та, ачасене яланах малта пулма вĕрентет. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн вĕренекенĕсем республика, Раççей шайĕнче палăраççĕ. Унăн вĕренекенĕсем хушшинче спорт мастерĕн кандидачĕсем те, Раççей командинче пултарулăхне малалла туптакансем те чылай. Патреккел шкулĕнче çăмăл атлетика, баскетбол, хоккей вăййисем анлă аталаннă. Кăçалхи çул Елчĕк хоккеисчĕсемшĕн ăнăçлă сезон пулчĕ. "Ылтăн шайба" ăмăртура ял ачисем хула ачисемпе пĕр тан выляса Чăваш Енре 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Вĕсем республика чысне Раççей шайĕнче иртнĕ "Ылтăн шайба" ăмăртура та тивĕçлĕ хỹтĕлерĕç. Ачасен çитĕнĕвĕнче тренер тỹпи те питĕ пысăк, мĕншĕн тесен спортсменсем мĕнле пуласси тренертан питĕ нумай килет.

Атте физкультура вĕрентекенĕ пулнă май пире те, хăйĕн ачисене, спортпа туслă пулма хистет. Вăл мана ытларах йĕлтĕр ăмăртăвĕсене хутшăнтарма тăрăшать. Мана яланах хавхалантарса пырать. Хăш чухне тупăшакансене выляса яни те пулать. Çакăн пек чухне вара атте: "Малти вырăна тухас килет пулсан санăн, хĕрĕм, хăвăн нумай тăрăшмалла. Астăватăн-и, пĕр кунхине тренировкăна тухмарăн. Кунта, паллах, санăн наянлăху айăплă", - тет. Çакна курах тепĕр ăмăртăва тĕплĕ хатĕрленсе каятăп. Эпир çемьепе те май килнĕ таран спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма тăрăшатпăр. Çулла пурте çырма хĕррине чупма çỹретпĕр, хĕлле вара, каçсерен, туслăн йĕлтĕрпе ярăнатпăр, час-часах йĕлтĕр сырса вăрмана та каятпăр...

Манăн анне, Любовь Германовна, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса ĕçленипе пĕрлех шкул вулавăшĕнче те тăрмашать. Вăл ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентет, çавăн пекех вĕсене мĕн пĕчĕкренех кĕнекепе туслашма хăнăхтарать. Çав вăхăтрах халăх йăли-йĕркине манăçа кăларас мар тесе те тимлет. Хальхи вăхăтра ачасем ахаль те чăваш чĕлхине манса пыраççĕ, çавăнпа та чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн тата та ытларах тăрăшма тивет. "Паянхи пурнăçра лăпкă ларма май çук. Хăвна тĕрĕс енчен кăтартас тесен яланах мĕн те пулсан çĕннине пĕлме тăрăшмалла. Вĕрентекенсен вара ытти çынсенчен пĕр е икĕ утăм маларах пымалла", - тет манăн анне.

Анне те, атте пекех, шкулти ачасене çеç мар, пире те тăван чĕлхене çỹлти шайра тытса пыма, пултарулăхпа хастарлăха ỹстерсе пыма вĕрентет. Вăл мана ытларах сăвă-калав çырма хавхалантарса пырать. Унпа пĕрле эпир тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсе пыратпăр. "Тантăш" хаçатпа та мана анне туслаштарнă...

Час-часах мана ачасем: "Санăн аçу та, аннỹ те вĕрентекен. Çакă лайăх-и вара? Сана вĕсем çирĕп тытаççĕ пулĕ?" - тесе ыйтаççĕ. Эпĕ вара яланах кулатăп. Ман шутпа, çирĕп тытни вăл питĕ лайăх. Аттепе анне пире тĕрĕс воспитани парса ỹстерме тăрăшаççĕ, пур çĕре те ĕлкĕрсе пыма вĕрентсе пыраççĕ.

Юлия АДЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика