Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунпа паян та вунçиччĕре…

04 октября 2017 г.

Чунпа паян та вунçиччĕре…

Елчĕкри культура керменĕнче аслă ăру çыннисемпе ветерансен "Çирĕп пирĕн çунатсем" республикăри халăх пултарулăхĕн фестиваль-конкурсне, Чăваш Енри Амăшĕпе ашшĕн çулталăкне, тăван район 90 çул тултарнине халалласа "Эпир ылтăн çул-ỹсĕмсене мухтаса юрлатпăр" тематика каçĕ иртрĕ. Фойере районти тĕп библиотека, музей ĕçченĕсен куравне курса киленме май пулчĕ.

Уява кашни ял тăрăхĕнчи тĕрлĕ сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем, патшалăхăн тĕрлĕ ят-сумне, наградисене тивĕçнĕ хастарсем йышлăн пуçтарăннă. Район, кашни ял тăрăхĕ хăйсен мухтавлă та çĕршывĕпе чапа тухнă ентешĕсемпе мăнаçланать. Сцена çинчи "Чыс, мухтав сире, Елчĕксем" стендра районти Социализмла Ĕç паттăрĕсен сăнỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Вĕсенчен пĕри - çак залрах ларакан Социализмла Ĕç Геройĕ Николай Панкратов. Район 90 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ слайдра Елчĕке чапа кăларнă виçĕ академикпа виçĕ Совет Союзĕн Геройĕ, икĕ олимпиец, СССР халăх учителĕ тата ыттисем те манса юлман. Çавăн пекех кашни ял тăрăхĕ те хăйсен паттăр та мухтавлă ывăл-хĕрĕсемпе паллаштаракан слайдсем хатĕрленĕ. Районăн паллă çыннисенчен чылайăшĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Вĕсене пурте ура çине шăп тăрса куç умне кăларса тăратрĕç.

Культура керменне пуçтарăннă ырă ята тивĕçнĕ ветерансен пит-куçĕнче шевле çиçет, вĕсем тантăшĕсемпе тĕл пулнăшăн хĕпĕртенĕ. Пĕрре те ватă çынсем тесе калас килмест аппамăрсемпе пиччемĕрсене, вĕсем паян та чунĕпе вун-çиччĕре, туятăп, юратупа, савăнăçпа тапать вĕсен чĕри. Чылай пулать çакăн пек пĕрле пуçтарăнса калаçманни, çамрăклăха аса илменни...

Хаклă çыннăмăрсене район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Серафима Терентьева саламларĕç, ветерансене районăн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнăшăн, паян та хастар чун-чĕреллĕскерсем çамрăк ăрăва воспитани панă çĕрте пысăк тỹпе хывнăшăн, культура, спорт пурнăçĕнче те хастар пулнăшăн тав турĕç.

Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕ çулсеренех тĕрлĕ конкурссем йĕркелет. Кăçалхи "Чи лайăх хуçалăх" конкурсра Курнавăшри Герасим Прохоров çемйи çĕнтернĕ. Уявра кил хуçине Хисеп грамоти парса чысларĕç.

Сцена нихçанхинчен те кĕрлесе, илемлĕ те çепĕç юрăсемпе янраса тăчĕ. Сăлтавĕ те уçăмлă: паян сценăна илем кỹрекенсем паллă артистсем мар, аслă ăру çыннисем хăйсем.

Чи малтанах хорпа юрласа районта, республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те чапа тухнă ветерансен "Туслăх" ушкăнĕн пултарулăхне курса килентĕмĕр. "Сердце матери" юрра чун-чĕре пăлханăвĕсĕр итлеме май çук. Иван Шурбин ертсе пыракан коллектив пухăннисене илемлĕ юрăсем парнелерĕ:

"...Урăх ниçта та çук пуль терĕм
Çитекенни Елчĕк ене...".

Ялсенчен килнĕ пултарулăх коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри савăк юрă-кĕвĕ ытамне кĕртсе ỹкерчĕç. Тỹскелĕнчи "Шуçăм", Вырăскассинчи "Шанăç", Курнавăшри "Вдохновение", Çĕнĕ Пăвари "Çĕнĕ Пăва кинемисем", Аслă Таяпари "Шанчăк", Лаш Таяпари "Тайпи", Аслă Пăла Тимешĕнчи "Пăла", Çирĕклĕ Шăхалĕнчи "Çирĕк", Кĕçĕн Таяпари "Салампи", Аслă Елчĕкри "Сăрнай" фольклор ушкăнне çỹрекенсем чунпа çамрăккине, чăваш йăли-йĕркине упранине уççăн çирĕплетрĕç. Каламасăр иртеймĕн, ял арти-счĕсен çи-пуçĕ илĕртỹллĕ те хỹхĕм, икĕ аркăллă атлас кĕпесем çине тĕрĕллĕ саппун çакнă, пуçĕсене тĕрĕллĕ тутăрсем çыхнă. Ĕç ветеранĕсем юрă-ташăра кăна мар, ал ĕçĕнче те ăста пулнине курса савăнатăн. Кашни ял тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертỹçисем е членĕсем салам сăмахĕсем каларĕç, ăшпиллĕ тĕлпулу йĕркеленĕшĕн тав турĕç. Тăрăмри хĕрарăмсен ансамблĕ "Верила" юрăпа тыткăнларĕ. Кăçал кăна пенсионерсен ретне тăнă Вячеслав Захаровăн хăй çырса кĕвĕленĕ "Пенси фончĕ" юррине пухăннисем ăшă кăмăлпа йышăнчĕç.

Аслашшĕпе асламăшсен, кукашшĕпе кукамăшсен уявĕнчен Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем те пăрăнса юлман. Вĕсем сăвăсем каласа, кадетсем вальс ташласа кăмăла çĕклерĕç. Унтан Елчĕкри шкулта кадет класĕсенче вĕренекенсем районти шкулсенчи вĕренекенсем хăйсен аллипе ăсталанă открыткăсене кашни ĕç ветеранне парнелерĕç.

Юлашкинчен пухăннисем хорпа пĕрле "Чыс, мухтав сире, Елчĕксем" Елчĕк район гимнне ура çине тăрса янăратрĕç.

Тулли те савăнăçлă кăмăл-туйăмпа саланчĕç килĕсене ĕмĕрĕпе ĕçре пиçĕхнĕ аслă ăру çыннисем.

Хаклав

В.НИКОНОВА, Çĕнĕ Пăва ялĕ:

- 54 çул тăван колхозра ĕçлесе ирттертĕм. Пире, ватăсене, çакăн пек хисеплесе пысăк уяв йĕркелесе панăшăн район ертỹлĕхне пысăк тав. Чун-чĕре уявĕ пулчĕ ку пирĕншĕн.

В.КИРИЛЛОВА.

Е.ИГНАТЬЕВА сăнỹкерчĕкĕнче: уявра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика