Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Турхан юпи" палăк

04 октября 2017 г.

Турхан Энтри те, Турхан Яккăвĕ те, Турхан Хĕветĕрĕ те XIX ĕмĕр вĕçĕнче çуралса йывăр вăхăтра чăваш литературишĕн тăрăшакан поэтсем пулса тăнă. Вĕсем çак çĕр çине ахаль çын пулса килменнине хăйсен кун-çулĕпе, сăвă-поэмисемпе, куçару ĕçĕсемпе çирĕплетсе панă.

Турхансен çемйинче 11 ача пулнă. Ашшĕ-амăшĕ хутла пĕлмен пулсан та пур ачине те вулама-çырма вĕрентнĕ. Виççĕшĕ паллă сăвăçсем пулса тăнă.

Пĕртăван Турхансем хăйсен поэзийĕнче социаллă пысăк ыйтусем хускатас, чăваш хресченĕсен нушаллă пурнăçне сăнласа кăтартас тĕллев лартман. Вĕсен сăввисенче социаллă пурнăç ыйтăвĕсем тĕп вырăн йышăнман. Турхансем ытларах лириксем пулнă, пултарулăхĕ те лирикăра ытларах палăрнă. Ырăпа усал проблемине вĕсем çутçанталăк çинчен çырнă сăввисенче хускатнă.

"Çыравçăшăн чи пысăк хисеп - унăн ĕçне шкул программине кĕртни", - тет чăваш литература тишкерỹçи, В.Станьял таврапĕлỹçĕ.

Виçĕ поэт çуралса ỹснĕ ялта ентешсене асăнса иртнĕ шăматкун "Турхан юпи" палăк уçрĕç. Çак паллă куна уявлама Елчĕк район пуçлăхĕ И.Васильева, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Турхан, Турхан Хĕветĕрĕн мăнукĕсем, Турхан Энтрин ачисем, "Турхан юпи" авторĕ Н.Кондрашкин, Чăваш Республикинчи çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕн ертỹçин çумĕ, Пĕтĕм тĕнчери Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕн элчи И.Иванов, "Елчĕк ен" ентешлĕх ертỹçин яваплă секретарĕ П.Сидоров, Тутарстанри Чăваш таврапĕлỹçисен ертỹçи А.Семенов, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Н.Малышкин хутшăнчĕç.

Пухăннă хăнасемпе ентешсем паллă поэтсем пирки нумай ăшă сăмах каларĕç. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕренекенсем Турхансем çырнă сăвăсене шăрантарчĕç, хăйсем çырнă сăвăсемпе паллаштарчĕç, ял ятне, чăваш чапне çĕклеме, ырă ят хăварма тăрăшнине палăртрĕç.

С.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика