Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куккурус выраççĕ

30 сентября 2017 г.

Куккурус выраççĕ

"Комбайн" хуçалăхра 126 гектар çинче çитĕнтернĕ куккуруса юлашки гектарсем çинче пухса кĕртеççĕ.

Гавриил Жирнов тата Александр Никифоров механизаторсем "уй-хир пикине" "Марал" тата "Дон-680" йышши выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсемпе вырса вĕтетсе пыраççĕ. Владимир Айметов, Александр Павлов, Николай Мазюкин, Владимир Васильев трактористсем, Анатолий Хардов, Алексей Васильев, Николай Алексеевич Головин, Николай Михайлович Головин водительсем вĕтетсе туранă хатĕр силоса ферма çывăхĕнчи траншейăсене турттараççĕ. Леонид Головин, Василий Сусметов, Николай Александров механизаторсем ăна таптаса пусăрăнтарнă çĕрте тăрăшаççĕ. Ĕçченсем шаннă тивĕçе пурте таса та тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

- Силос выльăх-чĕрлĕхшĕн, уйрăмах сăвăнакан ĕнесемшĕн тутлăхлă апат пулнине асра тытса ăна кăçал 2000 тонна хатĕрлеме палăртрăмăр, - пĕлтерет хуçалăхри тĕп зоотехник Александр Романов.

Силоса хатĕрлес технологие çирĕп пăхăнаççĕ хуçалăхра. Кăçал Израильтен "Сила-Прайм" консервант илсе килнĕ. Çак кĕвелĕк ỹсен-тăрана хăвăрт консервлама май парать, симĕс массăна çĕресрен тата пахалăхне çухатасран упрать. Силосра белок, углевод лайăх упраннине, вăл витаминран пуян пулнине тата апат ирĕлтерессине лайăхлатнисĕр пуçне сăвăмпа ỹт хушаслăха ỹстернине пĕлтерет тĕп зоотехник.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăнỹкерчĕкре: Алексей Васильев водительпе Гавриил Жирнов комбайнер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика