Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дружинниксем - пысăк вăй

30 сентября 2017 г.

Дружинниксем - пысăк вăй

Ĕнер район администрацийĕн ларусен залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ _ районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ И.Васильева ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Елчĕк район прокурорĕ В.Николаев, Елчĕкри полици пайĕн начальникĕ А.Алексеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 4 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем Чăваш Республикин Елчĕк районĕн бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налукăн хушма тỹлевĕн нормативне бюджета шайлаштарма уйăракан дотацин пĕр пайĕпе улăштарасси çинчен калакан йышăнăва çирĕплетрĕç. Йышăнусен проекчĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова паллаштарчĕ.

Иккĕмĕш тата виççĕмĕш ыйтусемпе депутатсем 2017 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана улшăнусем тата Елчĕк район территорийĕнче граждансене обществăлла йĕркелĕхе сыхлама явăçтарассипе çыхăннă право çыхăнăвĕсене йĕркелени çинчен калакан положение улшăнусемпе хушусем кĕртрĕç. Виççĕмĕш ыйтупа сăмах халăх дружини пирки пычĕ. Елчĕк район администрацийĕн ятарлă программăсен уйрăмĕн начальникĕ Виталий Рыбкин районти граждансене йĕркелĕхе сыхлама явăçтарассипе çыхăннă лару-тăру çинчен чарăнса тăчĕ. Обществăри йĕркелĕхе сыхлас ĕçре дружинниксем витĕмлĕ вăй пулса тăнине палăртрĕ вăл. Елчĕк районĕнчи халăх дружини шаннă тивĕçе çирĕп пурнăçлакан, яваплăха туякан 11 çынран тăрать. Муниципалитет йĕркелĕхе тивĕçтерме хутшăнакансене хавхалантарас тĕллевпе тĕрлĕ çăмăллăх парса пулăшать. Сăмахран, дружинниксене графикпа килĕшỹллĕн пĕр сехетшĕн тỹлекен укçа виçи 40 тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне вĕсем районти муниципалитет учрежденийĕсенче иртекен мероприятисене тата физкультурăпа спорт комплексне тỹлевсĕр çỹреме пултараççĕ, ытти тĕрлĕ çăмăллăхсем те пур.

Малалла халăх суйлавçисем тĕрлĕ сферăра палăрнă ĕçченсене наградăсем тăратас ыйтăва та пăхса тухрĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Депутатсен тата Елчĕк район пуçлăхĕн Н.Миллинăн пĕрле сỹтсе явмалли ыйтусем тупăнсах тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика