Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вера аппа - 103 çулта

30 сентября 2017 г.

Вера аппа - 103 çулта

 

Вера Васильевнăпа мана пурнăç шăпи паллаштарчĕ. Акчелĕнче çурт сутнине пĕлтерсен ăна пăхма кайрăмăр. Çурт хуçи шăпах тăпăл-тăпăл пĕчĕк кĕлеткеллĕ, çепĕç саслă, ырă чун-чĕреллĕ Вера аппа пулчĕ. Вăл ватлăхра пĕчченех çурт-йĕр тытса пурăннă. Тăхăр теçетке çула çывхаракан кинемине çăмăл пулман. Кунне пĕр пăта çапмасан хуçалăхĕ те юхăнсах пынă. Ахаль те кил хушшинчи мĕнпур йывăр ĕçе ачисем килсе туса панă. Çавăнпа та амăшне кĕрỹшĕпе хĕрĕ хăйсен патне пурăнма чĕннĕ. Эпир вара унăн çурт-не туянтăмăр. Малтанхи çулсенче ватă тăван яла тăтăшах килсе çỹретчĕ. Кỹршĕре пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕпе Нина Смирновăпа питĕ килĕштеретчĕç. Фронтовикăн пỹрчĕ умĕнчи сак çинче иккĕшĕ чылайччен шăкăл-шăкăл калаçса ларатчĕç. Вăхăт сисĕнмесĕрех шуса иртрĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче 103 çул тултарчĕ Вера аппа. Юлашки çулсенче районти чи аслă хĕрарăм тухса çỹреймест. Елена хĕрĕн çемйи çывăх çыннине пĕчĕк ачана пăхнă евĕр пăхать.

- 100 çулта чухне хăйĕн кун-çулĕнчи хăш-пĕр самантсене аса илсе каласа паратчĕ. Халĕ вырăн çинчен тăраймасть, - пĕлтерет Лена хĕрĕ.

...Çăмăл килмен Вера Васильевнăн шăпи. Вăл Тутарстан Республикинчи Чăваш Шуршу ялĕнче çуралса ỹснĕ. Рункăри шкулта тăватă класс пĕтернĕ. Хĕрачан малалла вĕренме май пулман. Хĕр çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ. Колхозра ĕçленĕ, лашасем пăхнă. Ял çыннисем çĕр ĕçĕ тума ытларах тăрăшуллă та маттур хĕр пăхакан лашасене кỹлме тăрăшнă.

1939 çулта Вера Акчел йĕкĕтне качча тухнă. Кỹршĕ ял çамрăкĕсен вăййине курма пынă Иван Ястребова хĕр пĕрре курсах килĕшнĕ. Анчах çемьеллĕ пурнăç вăраха тăсăлайман, арçынна çара илнĕ. Унтан Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă.

Иван Прохорович Лăпкă океан флотĕнче службăра тăнă. Тăван яла 1948 çулта кăна таврăннă. Вера аппа мăшăрĕ çĕнтерỹпе таврăнсан кăна лăпкăн сывласа янă. Вăрçă хыççăнхи çулсем çăмăл пулмасан та юратнă çынпа кирек мĕнле ĕçе те пĕрле пурнăçланă, ачисене юратса ỹстернĕ. Анчах хуйхи-суйхи те аякран пăрăнса иртмен вĕсенчен.

Тăватă ача ỹстернĕ Ястребовсем. Малтан ывăлĕ мотоциклпа çапăнса вилнĕ, унтан хĕрĕ сарăмсăр çĕре кĕнĕ. 1981 çулта Иван Прохорович та çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Ун хыççăн пĕчченех тăрса юлнă Вера аппа. Хуçалăхĕнче тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла ỹстернĕ. Ытлашшине яланах пасара кайса сутнă. Пĕрре те ахаль ларман, ал ĕçĕпе аппаланнă, кил картинче чăх-чĕп усранă.

Елчĕке пурăнма килсен те ĕçсĕр тăма пултарайман ĕç ветеранĕ. Борисовсем кашни çулах хур-кăвакал нумай усраççĕ. Ватă тăтăшах чĕпĕсем пăхнă. Кỹршĕ-аршăпа пĕр çăварта пурăнма хăнăхнăран кунтисемпе те пĕр чĕлхе тупнă. Пĕр ĕмĕре çитсен вăй-халĕ чакнă, çапах та кашни çутă куншăн савăннă. Пĕр ĕмĕрте чухне те район хаçатне куçлăхсăрах вуланă-ха.

Иртнине чылайăшне маннă вăл, çапах хăш-пĕр пулăмсем асран тухмаççĕ тыл ветеранĕн. Вăл çамрăк чухне хĕллехи шартлама сивĕ кунсенче Улатăр тăрăхĕнче пуртăпа, лумпа аран-аран окоп чавнине, тумтир япăх пулнăран шăнса пăсăлнине, çимелли çуккипе аптăранине час-часах ачисене каласа панă.Улатăртан таврăнсан ăна Атăл леш енне вăрман турттарма янă. Çул çинче колхоз лаши чирлесе вилнĕ. Вера юратнă тусĕшĕн пит куляннă. Ара, лашашăн тỹлеттерес пулсан? Саккунĕ питĕ çирĕп-çке. Юрать, ветеринар справка панă, вăл çăлса хăварнă та пысăк инкекрен.

- Манăн ултă мăнукăн тата кĕçĕн мăнуксен шăпи йывăр килсе ан тухтăрах, - тесе пил панă вăл тăтăшах.

Вера Васильевна шỹте ăнланнă. Хăй те шахвăртса калаçма кăмăлланă. "Мĕнре-ши вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ?"- тесе ыйтсан вăл ăшă кулăпа уççăн хуравланă: "Нихăçан та харкашмалла мар, пустуй кулянни те усăсăр. Мĕн кăна курмарăм пулĕ хамăн пурнăçăмра, çапах та яланах ыррине шаннă".

Лена аппа амăшĕн сăмахĕсем çумне хушса хучĕ:

- Анне нихăçан та усала хăваламан, уçă чунлăскер çынна çилĕ тытса пурăнман. Çавăнпа та пулĕ ăна Турă вăрăм кун-çул парнеленĕ те.

В.СМИРНОВА.

Сăнỹкерчĕкре: В.Ястребова кĕçĕн мăнукĕсемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика