Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕпе хĕрĕ

30 сентября 2017 г.

Лаш Таяпари аслă ăру çыннисемпе инвалидсем пурăнакан стационар уйрăмĕнче хальхи вăхăтра 11 çын хăтлăх тупнă. Вĕсенчен иккĕшĕ - Воронинсем. Амăшĕпе хĕрĕ. Вĕсем виççĕмĕш çул пурăнаççĕ кунта.

- Юрать пирĕн пек шăпаллă çынсем валли патшалăх çакăн пек çуртсем уçнă. Эпир, çын пулăшăвĕсĕр пурăнайманскерсем, мĕнле ирттереттĕмĕр-ши ватлăха? Тавах ертỹçĕсене, - тет Людмила Дмитриевна.

56 çул тултарнă хĕрарăм мĕн ачаран инвалид. Çапах та сусăр тесе пуçа усман вăл халĕччен. Шав малалла талпăннă. Çĕвĕç профессине алла илнĕ. Çамрăк чухне тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Анчах çулсем иртнĕçемĕн сывлăхĕ тата хавшанă, кил-çурта тытса пыма вăй çитереймен. Вара 80 çултан иртнĕ амăшĕпе ялти ваттисем вăхăтлăх пурăнакан стационара пулăшу ыйтса пынă. Халăха социаллă пулăшу паракан районти центр ĕçченĕсем вĕсене ăнланнă. Воронинсене ятарласа пĕр пỹлĕм уйăрса панă. Халĕ иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ.

- Пирĕн аннен шăпи çутă та телейлĕ пулман. Амăшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕрен амаçурипе çитĕннĕ. Нуши-тертне самаях астивнĕ, - пĕлтерет Людмила.

Надежда Гавриловна Кивĕ Арланкасси хĕрĕ пулнă. Энтепери шкула чупнă. Çичĕ класс пĕтерсен Аслă Пăла Тимеш шкулне техслужащие ĕçлеме кĕнĕ. Типтерлĕ те тăрăшуллă пулнипе палăрнă вăл. Пĕр вăхăт торф кăларнă çĕрте, унтан килсен сысна ферминче тăрăшнă.

Пĕринче Надежда Лаш Таяпари тăванĕсем патне хăнана килнĕ. Ăна Дмитрий Воронин куç хывнă. Вăл та тăлăх ỹснĕскер хĕрĕн ăраскалне лайăх ăнланнă. Çемьере асли пулнăран Дмитрий Ивановича та çăмăл килмен.

Воронинсем килĕштерсе пурăннă. Арçын фермăра, хĕрарăм бригадăра ĕçлесе ĕмĕрĕсене ирттернĕ. Килĕшỹллĕ мăшăр икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Мускавра тĕпленнĕ. Люда вара яланах тăван килте. Ашшĕпе амăшĕн пулăшаканĕ. Ачаран чирпе асаплансан та май килнĕ таран кил хушшинче тăрмашнă. Ашшĕ çĕре кĕрсен çемьене уйрăмах йывăр килнĕ. Кил-çурчĕ кивелнĕ, кăвак çулăм кĕртеймен... Вара вĕсем патшалăх хỹттинче пурăнма тĕв тытнă та. Надежда Гавриловнăн 85 çулхи юбилейне, Людмила 55 çул тултарнине уйрăмра асра юлмалла паллă тунă. Тыл ветеранĕн медальсем те йышлă.

Уçă кăмăллă та çепĕç чĕлхеллĕ Людмила паянхи пурнăç таппинчен юласшăн мар. Район хыпарĕсемпе интересленет, хыпар-хăнара амăшне те пĕлтерет.

- Эпир стационарта "Елчĕк ене" çырăнса илетпĕр. Воронинсем тата хăйсем те район хаçатне илсе тăраççĕ. Почтальон килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, - пĕлтерет уйрăм заведующийĕ Л.Князева.

- Район хаçачĕ чун апачĕ пирĕншĕн. Уйрăмах хамăр пек шăпаллă çынсен пурнăçне вуласа пĕлсен йĕрсе те илетпĕр, - тет Людмила.

Стационар уйрăмĕнчи ватăсем хăйсем пурăнакан çурта илемлĕ тăвас тесе те тăрăшаççĕ. Мунча патне каякан тротуар хĕррисене тĕрлĕ чечексем лартса ỹстереççĕ. Кунтах уçăлма тухса лараççĕ.

Хăйсен участокĕнче тĕрлĕ пахча çимĕç лартса ỹстереççĕ. Кĕркунне вара ватăсем те кунта ĕçлекенсене ăнса пулнă çимĕçсене пухма пулăшаççĕ.

Лиана Князева заведующи пĕлтернĕ тăрăх, ватăсене тимлĕх уйăракан ырă кăмăллă çынсем те сахал мар. Акă нумаях пулмасть Мускавра пурăнакан Сергей Борисов стационарти икĕ чỹречене çĕнетсе панă. Хăйсене пĕччен туймаççĕ кунтисем. Воронинсем те çаплах. Пушă вăхăт тупăнсанах кил-çуртне кайса пăхаççĕ. Тăванĕсем вĕсен территорине тирпейлĕ тытни савăнăç парнелет амăшĕпе хĕрне.

В.ВАНЮШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика