Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлчĕ ял уявĕ

30 сентября 2017 г.

Асра юлчĕ ял уявĕ

Ăна анлă паллă тăвасси çирĕп йăлана кĕнĕ Аслă Елчĕкре. Праçникрен ял-йыш аяккинче юлас темерĕ.

Чи малтанах Христос Чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Максим Петров протоиерей уяв ячĕпе литурги ирттерчĕ. Часах ялта халăх пулăшăвĕпе çĕкленекен çĕнĕ чиркỹ хута кайĕ. Вăл инçетрен илемлĕн çуталса ларать.

Кăнтăрла иртсен тĕп лапамра, культура çурчĕ умĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ янăравĕ кăмăла çĕклерĕ. Ача-пăча валли батутсем, тĕрлĕ вăйăсем юмах тĕнчине çавăрчĕç тесен те йăнăш мар. Ачасен савăнăçĕ иксĕлми пулчĕ. Таврана тирпей-илем кĕртсе капăрлатнăран пурне те хăй патне йыхравларĕ. Техĕмлĕ шашлăк шăрши сăмсана кăтăкларĕ. Инçетрен, Вăрмар районĕнченех килнĕ шашлăк пĕçерекенсем.

- Эсир пирĕн уяв пуласси çинчен епле пĕлнĕ? - ыйтатăп вĕсенчен.

Хуравĕ кĕске те ăнланмалла пулчĕ:

- Хальхи вăхăтра Интернет урлă темĕн те пĕлме пулать...

Культура çуртĕнчи фойере ытармалла мар куравсем пурне те килĕшрĕç курăнать. Амăшĕпе ашшĕн тата Экологи çулталăкĕсене халалланă выставкăсенче тĕрлĕ ал ĕçĕпе паллашма тỹр килчĕ. Уйрăмах тĕнчипе паллă ăсчахăн, мухтавлă Г.Н.Волковăн 90 çулхи юбилейне халалланă курав умĕнчен халăх татăлма пĕлмерĕ. М.Чернова, Е.Федорова, Р.Долгова тата Н.Хушкина ертсе пыракан шкул ачисен алă ĕçĕсем пĕри тепринчен хитререх, илĕртỹллĕрех. Ял пурнăçĕпе, мухтавлă ентешсемпе паллаштаракан презентаципе те кăмăллăн паллашрĕç ял-йыш, хăнасем. Ялти садике çỹрекен шăпăрлансем темĕн те ăсталама пĕлни тĕлĕнтерчĕ.

Уяв концерчĕ сап-сарă костюмлă (чечек евĕр курăнакан) хĕрачасен чăваш ташшийĕпе пуçланчĕ. С.Карамаликова хореограф ертсе пыракан ташăçăсене куракансем тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Концерта ертсе пыракан З.Кантееван ытарлă сăмахĕсем курма килнисене хавхалану кỹчĕç. Аслă Елчĕксене саламлама Тỹскелĕнчи "Шуçăм" фольклор ушкăнĕ те çитнĕ. Вĕсен юрри-ташши пире темрен пысăк парне пулчĕ.

Районта çеç мар, республикăри конкурссенче пĕр хутчен çеç мар çĕнтернĕ Ксения Агеевăпа Елизавета Мурзакаева концерт программине тата пуянлатрĕç.

Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи И.Шурбин ертсе пыракан "Варкăш", "Кумсем" ушкăн пултарулăхне Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев салам, тав сăмахĕ каласа пысăка хурса хакларĕ.

Ольгăпа Валерий Архиповсен, С.Барановпа Л.Шурбина тата М.Демьяновăпа С.Баранов дуэчĕсен пултарулăхĕ те иксĕлми. В.Панкратова хăйĕн çепĕç те янăравлă сассипе куракансене тулли савăнăç парнелерĕ.

Вырăнти артистсем Г.Тимофеева, Зойăпа Александра Убасевасем, А.Кузьмина Шупашкарти артистсенчен пĕрре те кая мар юрлама пултарнине тепĕр хут курса ĕненме май килчĕ.

Ялти активистсем - В.Чернов, З.Хушкина, В.Молоствова, В.Убасева, З.Чернова, Э.Хушкина, М.Мохова, С.Малова, А.Волкова ял администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Ялти сумлă ентешĕмĕре, спорт мастерне Виталий Орехова "Аслă Елчĕк ялĕн хисеплĕ çынни" хăю çакса свидетельство парса чысларĕç. Виталий Иванович çак чыса чăннипех тивĕçлĕ. Пултаруллă спортсмен районта, республикăра иртекен ăмăртусене яланах хутшăнать, шанса панă ĕçе тĕплĕн пурнăçланипе палăрса тăрать.

Çур ĕмĕр ытла медицинăра тăрăшакан мухтавлă ентешĕмĕр А.Молоствов тухтăр саламлă сăмахĕ те паха пулчĕ Аслă Елчĕксемшĕн.

М.ПЕЧКОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Аслă Елчĕкри фольклор ушкăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика