Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Таяпа кĕввисем" фестиваль

30 сентября 2017 г.

Лаш Таяпа ялĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Мария Михеевăна асăнса фольклор ушкăнĕсен "Таяпа кĕввисем" фестивалĕ иртнĕ.

Уява пуçтарăннисене район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова, "Кашкăр йăви" сунарçăпа турист комплексĕн директорĕ Л.Князев, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем С.Павловпа В.Петров, Шупашкарти "Стройхозтовары" лавкка директорĕ В.Меметов тата ыттисем саламланă, тăван ен çав тери илемлине, унта ăста алăллă, янăравлă саслă юрăçсем пурăннине палăртнă.

Хăнасем чи малтанах М.Михеева вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хунă. Тăван ял халăхĕн культуришĕн нумай тăрăшнă хастар чун-чĕреллĕ культработник. Ырă та курăмлă ĕçсемпе палăрнă Мария Ефимовнăна ял-йыш, тăванĕсемпе тус-юлташĕсем, культура ĕçченĕсем манмаççĕ. Вăл тăрăшнипе Лаш Таяпари культура çурчĕ çумĕнче хор йĕркеленĕ, вăл халăх ятне тивĕçнĕ.

Уява ултă ушкăн хутшăннă. Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Лаш Таяпа, Шăмалак, Яманчỹрел ялĕсенчи фольклор ушкăнĕсем куракансене хăйсен тăрăхĕнчи ĕлĕкхи юрăсемпе тыткăнланă. Лаш Таяпасем чăвашсен "Кĕр сăри" уявне ĕлĕк-авалхи пекех ĕненмелле кăтартса панă. Çак уява кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн ирттернĕ. Кил хуçисем хăнасене çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăрпа, çĕнĕ хăмларан вĕретнĕ сăрапа сăйланă. Пĕр сăмахпа, сĕтел кĕреки чăваш апат-çимĕçĕпе йăтăнса ларнă. Кунтах наци апат-çимĕçĕн куравĕ иртнĕ. Хăнасене аш-какайран хатĕрленĕ шỹрпе, тĕрлĕ курăксенчен вĕретнĕ чей уйрăмах килĕшнĕ.

Анатри чăвашсен юрри-ташши инçете-инçете саланнă. Кашни ялăн юрри-кĕвви хăйне майлă илĕртỹллĕ. Уява хутшăннă ватăсем те ывăннине туйман, юрласа-ташласа, вăйăсем выляса савăннă.

Хаваслă мероприяти тăван ен культурине, йăли-йĕркине çирĕп тытса пыма, ăна ламран-лама упраса хăварма пулăшни куçкĕрет.

Юрă-ташă ăстисем Лаш Таяпари туристсен паллă вырăнĕсемпе кăсăкланса паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика