Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă кунсем, юбилейсем

30 сентября 2017 г.

Юпа, 1

Элекçей Тимешри чиркỹпе прихут шкулĕ уçăлнăранпа - 120 çул.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ, СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен бронза медальне тивĕçнĕ Николай Павлович СОЛОВЬЕВ (Кавал) çуралнăранпа - 70 çул.

Юпа, 5

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Раиса Анатольевна ФЕДОРОВА (Исемпел) çуралнăранпа - 50 çул.

Юпа, 6

"Солнышко" ача сачĕ уçăлнăранпа - 40 çул.

Юпа, 9

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Владимир Славьянович СОЧКОВ (Акчел) çуралнăранпа - 70 çул.

Юпа, 10

"Ача амăшĕ-героиня", "Ача амăшĕн мухтавĕ" (1, 2, 3 степень) орденсене тивĕçнĕ Анастасия Николаевна ПОЛИКАРПОВА (Çĕнĕ Пăва) çуралнăранпа - 90 çул.

Юпа, 11

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Пантелеймонович СИНИН (Тăрнашур) çуралнăранпа - 80 çул.

Юпа, 12

3 кĕнеке авторĕ, "Хĕвеланăç Çĕпĕрти çĕр айĕнчи пулăха ĕçе кĕртнĕшĕн тата нефтьпе газ комплексне аталантарнăшăн" медале тивĕçнĕ Иннокентий Алексеевич ПЕРЕПЕЛКИН изобретатель (Çирĕклĕ Шăхаль) çуралнăранпа - 80 çул.

Юпа, 13

Чăваш АССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Зинаида Павловна СЕЛЛИНА (Энтепе) çуралнăранпа - 60 çул.

Юпа, 15

"Чăваш АССР чи лайăх механизаторĕ" ята, "Ĕçри хастарлăхшăн", СССР халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен медалĕсене тивĕçнĕ Марат Гилязевич БАГАУТДИНОВ (Сăрьел) çуралнăранпа - 90 çул.

Юпа, 16

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ Евгения Николаевна КУЧАКОВА (Миллина) (Патреккел) çуралнăранпа ) - 90 çул.

Юпа, 20

Полк командирĕн çумĕ, полковник Иннокентий Феофанович РОДИОНОВ (Мучар) çуралнăранпа - 80 çул.

Юпа, 24

РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ Минсаит Минуллович БАГАУТДИНОВ (Пикшик) çуралнăранпа - 75 çул.

Юпа, 25

"Ача амăшĕ-героиня" ордена тивĕçнĕ Зиновия Андреевна ЧУГУНОВА (Элекçей Тимеш) çуралнăранпа - 90 çул.

Юпа,30

Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, "Хисеп Палли" орденсене, Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Александр Петрович ГРИГОРЬЕВ (Курнавăш) çуралнăранпа - 85 çул.

Юпа, 31

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Саха (Якути) Республикин халăх вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Калмăк тата Тува Республикисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Раççей Федерацийĕн наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Атыраусскри (Казахстан) университетăн хисеплĕ профессорĕ, тĕрлĕ премисене, медальсене, ятсене, Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçнĕ, Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн кĕнекине кĕнĕ педагогика наукисен докторĕ, профессор, академик Геннадий Никандрович ВОЛКОВ (Аслă Елчĕк) çуралнăранпа - 90 çул.

А.ПЕТРОВ (Кушкă) пухса хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика