Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитменлĕхсене пĕрлехи вăйпа пĕтермелле

27 сентября 2017 г.

Çитменлĕхсене пĕрлехи вăйпа пĕтермелле

Выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕллехи тапхăра мĕнле хатĕрленине тĕрĕслекен районти комисси çак эрнере кашни хуçалăха çитме тĕллев лартнă. Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Ирина Николаева, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Ирина Горшкова чи малтанах Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕн ĕне ферминче пулчĕç.

Аслă Елчĕк ялĕн хĕвелтухăç енче вырнаçнă ферма территорине çитсен çитменлĕхсем тỹрех куçа курăнчĕç. Фермăна пырса кĕмелли тимĕр алăк яри уçă, унта кирек хăш вăхăтра такам та, кирек мĕнле техникăпа кĕрсе тухма пултарать. Территорие кĕрсен йĕри-тавра хыт хура, вите умĕсенче мĕн тĕрлĕ кăна çумкурăк ашкăрнине куртăмăр. Вăхăтĕнче çулса тасатайманран тем çỹллĕш ỹссе кайнă вăл. Сенаж траншейисем умĕнче пĕлтĕрхи апат юлашкисем сапаланса выртаççĕ, йĕри-тавра - тислĕк куписем.

Хуçалăхра 190 пуç ĕне. Вĕсенчен хальхи вăхăтра куллен 10-шар килограмм сĕт суса илеççĕ. Çак кăтарту районта чи пĕчĕкки. Апатне ытлă-çитлĕ çитерсен те юлашки вăхăтра сĕт чакни ертỹçĕпе зооветспециалистсене шухăшлаттармасăр тăма пултараймасть. Çавна май вĕсем апат рационне çĕнетес енĕпе ĕçлесшĕн. Хальхи вăхăтра кунта ĕне витисен çивиттийĕсене улăштарас тесе тимлеççĕ. Строительство материалĕсене кỹрсе килнĕ, анчах ĕçе пикенеймен-ха. Кăçал çĕнĕ холодильник туяннă. Оборудование пỹлĕме кĕртес тесе стенана çĕмĕрнĕ, анчах ăна çĕнĕрен купалама вăхăт çитереймен-ха. Холодильник пỹлĕмĕнче те йĕрке сахал.

Хуçалăхра çулсерен пăрусен йышĕ ỹссе пырать. Вĕсене хупса усрамалли çĕнĕ вите кирли те паллă. Икĕ уйăхри пăрусене усракан витене шуратнă. Унта типĕ те таса. Çапах чỹречесем, мачча çинчи эрешмен картисене тасатма ерçеймен курăнать.

Комисси членĕсем ĕне ферми хĕле хатĕр маррине уççăн палăртрĕç. Хуçалăх ертỹçи В.Падуев çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтерме, вите çивиттийĕсене çак кунсенчех улăштарма шантарчĕ. Çанталăк уяр тăнă вăхăтра экологи субботникĕсем ирттермесен ырă улшăнусем пулаяс çуках кунта.

Г.Афанасьев ертсе пыракан сысна ферминче вара тирпейлĕх хуçаланнине курса савăнатăн. Ферма йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çурчĕ умĕнче кĕрхи чечексем ешереççĕ. Витесен умĕнче, картишĕнче кирлĕ мар япала выртнине кураймăн. Зооветеринари требованийĕсем тăрăх, сысна фермине ют çынсем кĕмеççĕ. Сысна пăхакансем те витене кĕнĕ чухне те, тухнă чухне те çăвăнса, тасалса тухаççĕ.

Геннадий Зинонович коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллăн паллаштарчĕ. Фермăра 900 пуç ытла сысна. Коллективри чи опытлă та харсăр ĕçченсенчен пĕри - Александра Молоствова. Вăл тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та юратнă ĕçне пăрахмасть. Ирина Печкова, Ирина Шакина свинаркăсем, Александр Малов, Алексей Чернов операторсем те хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Акционерсен "Прогресс" хупă обществин Елчĕкри ĕне фермине Валентина Шепинова пиллĕкмĕш çул ăнăçлă ертсе пырать. Фермăра 115 сăвăнакан ĕне. Вĕсене Алевтина Николаевăпа Валентина Мулендеева дояркăсем сăваççĕ. Выльăхсене апатпа вăхăтра тивĕçтерес енĕпе Борис Шепиновпа Сергей Мартынов яваплă пулса тăраççĕ. Механизаторсем хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Пăрулаттаракан уйрăмри Светлана Григорьева та фермăра чылай çул ĕçлет.

Коллектив пĕр чăмăрта ĕçлет. Çакă вăл витесене хĕле хатĕрлесе тăрăшса ĕçленинчен те курăнать. Ют çынсем килсе туса парасса кĕтмеççĕ кунта, кашни ĕçчен шуратать, сăрлать. Витесене кĕме кăмăллă: пур çĕрте те тирпейлĕ, таса та çутă.

Тỹскелти сысна ферминче тăрăшакансем территорине тирпей-илем кĕртессипе те тимлеççĕ. Халĕ те вĕсем çĕнĕ палисадник тунă çĕрте тăрăшаççĕ. "Фермăна пырса кĕнĕ çĕрте çуркунне тюльпансем çеçке çурса ларччăр", - тет Алена Данилова заведующи. Кашнийĕн ĕçлес кăмăлĕ пысăк. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса вăй хураççĕ. Туслă коллективра ĕçĕ те ăнать. 500 ытла пуç сысна кунта. Мария Иванова, Оля Анисимова, Света Романова, Алина Корнилова, Надя Николаева, Татьяна Данилова, Елена Иванова хăйсен тивĕçне хастар пурнăçланипе ырă ят çĕнсе илнĕ.

Ĕнелĕнчи фермăра 10 çын ĕçлет. Коллектива 26 çул Юрий Журавлев ертсе пырать. Кунта 200 ытла пуç мăйракаллă шултра выльăх самăртаççĕ. Кунне вĕсем 700-шер грамм ытла ỹт хушаççĕ. Кашни витене шуратнă, дезинфекци тунă. Территорире çерем ешерет. Пĕр ытлашши япала та кураймăн. Сенаж куписем, траншейăсем тулнăран, курган тăваççĕ, вĕсем те типтерлĕн курăнаççĕ. Вăкăрсем самăртнă çĕрте Надежда Остроумова, Фаина Филимонова, Надежда Куприянова, пĕчĕк пăрусене пăхнă çĕрте Альбина Кузьмина пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Алексей Исаев, Евгений Марков скотниксем, Владимир Муравьев механизатор хăйсен ĕçĕнчи чăн ăстасем.

Патреккелĕнчи сысна фермине пырса кĕме кăмăллă: чечек клумбисем пĕринчен тепри илемлĕ. Анчах территорине тирпей-илем кĕртмелли ĕçсем тупăнаççĕ-ха.

Патреккелĕнчи ĕне ферминче хĕрỹ ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Кунта шав çĕнетеççĕ, юсаççĕ, ăсталаççĕ, тирпейлеççĕ. Ĕнесене уçăлтарма кăлармалли вырăна бетон плита сарма палăртнă. Вĕсене турттарса хунă. Витесене шуратас енĕпе Геннадий Крыловпа Петр Еремеев рабочисем яваплă. Хальхи вăхăтра вĕсем улттăмĕш витере юлашки ĕçсене пурнăçлатчĕç.

Фермăри 615 ĕнене 12 дояркăна çирĕплетсе панă. Кунта та ĕнесем сĕт чакарнă. Апачĕ ытлă-çитлĕ, фуражне сахал мар уйăрнă - пĕр ĕне пуçне 6 килограмм. Апла пулин те сăвăм тивĕçтермелли мар.

Сăмах май каласан, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра та, "Прогресс" АХОра та хĕллене выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрленĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ витаминсем те сахал мар кỹрсе килнĕ.

"Прогресра" кашни фермăрах видеосăнав оборудованийĕсем вырнаçтарнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çурчĕсем те таса та хăтлă. Уйрăмах Патреккелти сысна фермин кану кĕтесĕсем илемлĕ.

Районти комисси членĕсем туса çитереймен ĕçсем пирки асăрхаттарса хăварчĕç. Хуçалăх ертỹçи Петр Скворцов кашни фермăна хуçалăхри специалистсемпе пĕрле октябрь уйăхĕнче тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕслессине, унччен çитменлĕхсене пĕтĕмпех пĕтермеллине çирĕппĕн каларĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Комисси членĕсем Тỹскелĕнчи сысна ферминче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика