Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарăн тĕпчевсем, тĕплĕ пĕтĕмлетỹсем

27 сентября 2017 г.

Тарăн тĕпчевсем, тĕплĕ пĕтĕмлетỹсем

Елчĕкри тĕп библиотекăра С.А.Егоровпа О.Н.Егорован "Возвращение к истокам" кĕнекине хакланă.

Апанас, Сител, Ситерик, Усмет, Ырсай, Кĕлти, Елпек, Усман... Кĕнекери ытти чылай ятсене Элекçей Тимешĕнче пурăнакансенчен те нумайăшĕ астумаççĕ кăна мар, илтмен те. Мĕншĕн тесен вĕсене хальтерех кăна Шупашкарти 7-мĕш типографире пичетленсе тухнă çĕнĕ кăларăмра пуçласа асăннă.

- Маншăн, хамшăн та, çакă ĕненмелле мар пек çĕнĕлĕх, - кăмăлне уçса, чăнлăх витĕмлĕхне çирĕплетрĕ С.А.Егоров, вулакансемпе тĕлпулăва килнĕскер. - Хамăр несĕлсене, тăхăмсене шыранă, "Пурнăç йывăççин" тымарĕпе шалтан-шала кĕрсе пынă май, сисмерĕм те, тăван Элекçей Тимеш эпир тата паллă тĕпчевçĕсемех палăртнинчен тепĕр виçĕ ĕмĕр маларахах никĕсленни патне килсе тухрăм. Çак иккĕленĕве е пĕлменлĕхе сирес тесе халĕччен пичетленнĕ историлле тĕпчевсемпе пĕрлех нумай-нумай автор усă курман е алла тытса курайман чылай документа тупса вулама, мĕн кирлине суйласа илме, çапла вара хамăртан аслă, республикипех е Раççейĕпех паллă авторсен хăш-пĕр пĕтĕмлетĕвĕсене хирĕçлеме те тиврĕ...

Тỹрех палăртар-ха, Сергей Алексеевич - милици тата çар ветеранĕ. Çăмăл мар службăн кăткăс картлашкисем тăрăх хăпарса подполковник таранах ỹснĕ, çулталăк Афганистанри, тепĕр тăватă çул Чечен Республикинчи кăткăс лару-тăрăва хутшăнса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, мирлĕ лару-тăрупа килĕшỹ çул-йĕрне шыранă. Шăпах çавă, пурнăçшăн та хăрушă служба, ăна ял шăпипе хытăрах кăсăкланма, авалхи хирĕç тăрусенче те чăнлăх шырама хистенĕ пулмалла.

- Паллах, ял историйĕ мана маларах та хăй патне туртнă, - йышăнчĕ халĕ сумлă тĕпчевçĕ пулса тăнă курăмлă кĕнеке авторĕ. - Анчах отставкăна тухнă хыççăн историлле питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ архив хучĕсемпе ларса çичĕ çул иртнине сиссе те юлаймарăм. Юрать-ха, пĕтĕмлетỹсене йĕркене кĕртме, чăн-чăн пĕлтерĕш пама тата редакцилеме мăшăрăм, Чăваш патшалăх культурипе ỹнер институчĕн аслă преподавателĕ Ольга Николаевна виçесĕр пысăк пулăшу пачĕ.

Элекçей Тимеш мĕнлерех пуçланса кайни пирки чылайăшĕ таврари чи паллă пуп, чылай çул Кивĕ Эйпеçре ĕçленĕ А.В.Рекеев çырнă тесе шутлать.

- Чăннипе вара çав çырнисен авторĕ чиркỹпе прихут шкулĕн учителĕ, Элекçей Тимешре пурăннă Сергей Егорович Орлов пулнă. Вăл, Рекеев хушнипе,1900 çулсенче ялăн 300 çула яхăнхи кун-çулне уçăмлатма тăрăшать, - терĕ Сергей Алексеевич темиçе ĕмĕр историйĕн хăш-пĕр йĕркисене илсе кăтартса.

Яла пуçласа яракан пĕрремĕш ушкăнра Çĕрпỹ уесĕнчи Тури Тимешрен килнĕ тĕне кĕмен чăваш Апанас пулнă-мĕн. Вăл унта салтака каясран пăрăнса тарса килнĕ. Унпа пĕрлех тата темиçе чăваш çитсе вырнаçнă.

Тепĕр ушкăн Шупашкар уесĕнчи Шуратăл (Беловолжск) таврашĕнчен килсе тĕпленнĕ. Вĕсем "Тупах ырăсем" киремете пуç çапнă. Çав ушкăна та тĕне кĕмен Сител (Ситирек ывăлĕпе тата Усмет ятлă ашшĕпе пĕрле) кỹрсе килнĕ. Виççĕмĕш ушкăнпа вара Çĕрпỹ уесĕнчи Энĕшпуç таврашĕнчи Ырсай, Кĕлти тата ыттисем пырса çитнĕ. Яла чи малтан килнĕ Апанас ячĕ çумне каярахпа Çĕрпỹ енчи Тимеш (халĕ Тăвай районне кĕрет) ят хушăннă. Унччен вăл 300 çула яхăн вырăсла кăна, "Апанасово" шутланса тăнă.

Малтанхи ушкăн тутарланнă чăвашсенчен тăнăран, вĕсенчен хăшĕ-пĕри каярах мăсăльман тĕннех куçса, Хусан енне е Элкел тăрăхне кайни паллă. Пурте лайăх пĕлнĕ историк, хамăр ентеш В.Д.Дмитриев, А.В.Рекеев çырнисемпе никĕслесе, Элекçей Тимеш вунтăххăрмĕш ĕмĕр варрисенче чăвашла Элекçей ялĕ ятпа çỹренине те палăртать. Элекçей текенни (Кузьмин) ялти паллă куштан тата пуçтах пуян, виççĕмĕш гильдири купец пулнă пулать.

Сергей Алексеевич тĕрлĕ архивсенче Элекçей Тимешпе тата унăн çыннисемпе çыхăннă питĕ нумай хушма документ тупнă тата çырса-ỹкерсе илнĕ. Хальтерех кăна палăрнă тĕпчевçĕ ял 1614 çулта никĕсленнĕ шухăш патне пырса тухать.

Ялта вырăссем мĕнле пулса кайни те паллă уншăн. Маларах православи тĕнне йышăннă Усман (тутар), 1780 çулсенче ямшăкра çỹренĕскер, вырăс майрипе пĕрлешет те хăйĕн чăн ячĕ çумне Стефан хушса çырать. Унăн Мария мăшăрĕ темиçе ача, ытларах ывăл çуратать. Вĕсенчен юлнă йăхсем каярахпа е Элкелне, е Элекçей Тимеше те килсе вырнаçнă.

Егоровсен ĕçĕнче Элекçей Тимеш вун саккăр - вун тăххăрмĕш ĕмĕрсенче мĕнлерех аталанни, унта уçнă шкул, Н.В.Никольский унта самай вăхăт пурăнса ял тата таврара пурăнакансен йăли-йĕркисене çырса кăтартни, фольклор (каларăшсемпе сăвă-юрăсене) пухса пĕтĕмлетес енĕпе ĕçленине ăнăçлăн кăтартса панă. Тарăн тĕпчевре Сергей Орлов чиркỹ çынни тата учитель, Андрей Хрисанов пуп çинчен тĕплĕн çырса кăтартнипе те паллашма пулать. Автор малашнехи ĕçĕсенче Элекçей Тимешĕн иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăнхи шăпипе аталанăвне те анлăн çутатма шантарать.

Кĕнеке хаклавне хутшăннă вун-вун вулакан, çав шутра районти вулавăшсенче ĕçлекенсемпе тавралăха тĕпчекенсем, хăйсем çырнисемпе палăрнă Николай Малышкин, Иван Иноходов тата çак йĕркесен авторĕ Сергей Алексеевичпа Ольга Николаевна Егоровсем районăн иртнĕ кун-çулне пĕтĕмлетес тата халăх патне çитерес енĕпе пысăк ĕç тунине пусăмлăн палăртрĕç.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Г.НИКИФОРОВА сăнỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика