Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киревсĕрлĕхе хирĕç - пĕрлехи вăйпа

27 сентября 2017 г.

Район администрацийĕнче наркотика хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ- райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый ертсе пынă. Лару ĕçне районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.

Ларура сăмах наркотикпа тата психотроплă хутăшсемпе усă курассине хирĕç кĕрешес тĕллевпе районта пурнăçланакан тĕрлĕ ĕç-хĕл пирки пынă. Ку енĕпе вĕренỹ учрежденийĕсенче уйрăмах пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Асăннă темăпа класс сехечĕсем тата ытти мероприятисем ирттересси йăлара. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли мерăсен тĕллевлĕ программине пурнăçласа республикăри, çав шутран районти вĕренỹ заведенийĕсенче çамрăксене хăйсен ирĕкĕпе тестлассине йĕркене кĕртнĕ. Елчĕк районĕнчи психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу центрĕн начальникĕ Ирина Кузьмина хыпарланă тăрăх, 2016-2017 вĕренỹ çулĕсенче шкулсенче пĕлỹ илекен 345 яшпа хĕр ятарлă социаллă тата психологи, 175 вĕренекен он-лайн тесчĕсем витĕр тухнă. Тестировани пур ача та сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăннине çирĕплетнĕ.

Наркомание хирĕç кĕрешесси çине ШĔМĕн районти полици пайĕн сотрудникĕсем те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май республикăра анчах мар, районта та "Мăкăнь" операци ирттересси йăлана кĕнĕ. Асăннă операцие йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çулсеренех темиçе тапхăрпа йĕркелеççĕ, çак хушăра рейдсем, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем пыраççĕ. ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕн çумĕ Эдуард Никонов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал наркотик хатĕрĕсен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕçле сферăра йĕркене пăснăшăн 1 çынна айăпланă. "Мăкăнь - 2017" операци вăхăтĕнче ăнсăртран пахчара мăкăнь çитĕнтернĕ 5 çуртăн хуçине те асăрхаттарма, хуçасăр çитĕнекен кантăр лаптăкне тасатма тивнĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен. Халăхăн çакна çирĕп пĕлмелле: енчен те пахчара е кил картинче мăкăнь е кантăр çитĕнет пулсан ăна пĕр тăхтаса тăмасăр çăлса ывăтмалла. Унсăрăн саккун умĕнче явап тытма тивĕ. Ку енĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене халăхпа ăнлантару ĕçĕсем пурнăçлама та сĕнсе хăварнă ларура.

Пуçтарăннисен умĕнче ял тăрăхĕсенчи наркотика хирĕçле комиссисен председателĕсем Василиса Сапожникова (Аслă Таяпа ял тăрăхĕ), Валерий Петров (Кĕçĕн Таяпа), Леонид Зайцев (Аслă Пăла Тимеш) сăмах илнĕ, наркомание хирĕç кĕрешес енĕпе вырăнта пурнăçланакан ĕç-хĕл çинче чарăнса тăнă вĕсем.

Районта "Елчĕк районĕнче 2010-2020 çулсене йышăннă наркотик хатĕрĕсемпе иртĕнессине тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕçле комплекслă мерăсем" тĕллевлĕ программа та ăнăçлă ĕçлет. Çул çитменнисене тата халăха киревсĕр йăласенчен асăрхаттарса культура ĕçченĕсем те тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем пурнăçлаççĕ. Лару вĕçĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем асăннă ыйту çивĕчрен те çивĕччисен шутĕнче пулнине, çак киревсĕрлĕхе хирĕç кĕрешес ĕçре вăйсене пĕрлештермеллине тата ку ĕçе общественноçа та анлăн явăçтармаллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика