Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыран тăвас ĕç хăй тĕллĕн пулмасть

27 сентября 2017 г.

Районти ялсене массăлла газификациленĕ май кăçалхи çул нихçанхинчен те хĕрỹ ĕçре иртет. Халĕ чылай яла "кăвак çулăм" çитнĕ. Пысăк пусăмлă газ пăрăхĕсене урамсене хывас, уйрăм кил-çуртсене газ кĕртесси малалла пырать. Ыран тăвас ĕç те хăй тĕллĕнех пулса пымĕ. Малашне те çак таранчченхи пек тухăçлă, пысăк хăвăртлăхпа ĕçлес тесен кашни çын пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни кирлĕ. Уйрăмах хальхи вăхăтра вулакансен умĕнче ку чухнехи ыйтусене çине-çинех хускатни вырăнлă, кирлĕ. Сăмах район администрацийĕн строительство, коммуналлă хуçалăх, газ кĕртес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхне И.В.Кузнецова.

- Илья Васильевич, уйрăм кил-çуртсене çутçанталăк газĕ кĕртесси çак вăхăтчен мĕнле хăвăртлăхпа пулса пыни çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма пулмĕ-и?

- Умри тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарса районта пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшса курăмлă ĕç туни мĕнпурин куçĕ умĕнче. Пысăк пусăмлă газ пăрăхĕсене ялсене çитерессине, урамсене хывассине çуллахи вăхăтри çурма вăйпа пурнăçлама ĕлкĕрнĕрен кăçал районти 417 уйрăм кил-çурта газ кĕртнĕ. Патреккел ялĕнче пĕр харăсах 128 кил, Вырăскасси, Çуткỹл ялĕсенче 103, Елчĕкре - 95, Аслă Елчĕкре - 91 кил "кăвак çулăм" ырлăхĕпе усă курма пуçларĕç. Малашне пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ тата пысăкрах. Тĕллев: кăçалах кашни яла пысăк пусăмлă газ пăрăхĕсене илсе çитересси. Палăртнине тума вара ушкăн вăй кирлĕ, усси ытларах пулĕ. Хăвăртлăх, тухăçлăх вырăнсенче мĕнле ĕçленинчен килет. Курнавăш ял администрацине кĕрекен ялсенче газ кĕртессине пĕтĕм халăх ĕçĕ вырăнне хурса тăрăшнине уйрăммăн палăртса калас килет. Урамсене пăрăхсене хывассине йĕркелесе тăрас тĕлĕшпе кунти ялсенче яваплă çынсене çирĕплетнĕрен вĕсенче ĕç кал-кал пырать.

Район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенче те - Чăваш Тăрăмĕнче, Шăмалакра, Кивĕ Арланкассинче, Çĕнĕ Арланкассинче, Каркаларта, Аслă Таяпара пурăнакансем газификаци ĕçне хăвăртлатса хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тăрăшни савăнтарать. Вырăнсенче ăнлантару ĕçне кирлĕ пек йĕркеленинчен килет çакă. Вĕсене, паллах, хамăр енчен те ăнланма тăрăшатпăр. Елчĕк ял администрацийĕнчи ĕç-пуç, пĕтĕмĕшле илсен, япăх мар пырать. Маларах каларăмăр, кĕске вăхăтра Патреккелĕнче 128, Елчĕкре 95 кил-çуртра çутçанталăк газĕ чĕртнĕ. Анчах район центрĕнче - Елчĕкре пурăнакансем хăйсем тăрăшуллăрах пулнă пулсан, çак вăхăтчен 95 килĕре анчах мар, 300-400 кил-çуртра газ чĕртме майсем пулнă. Подряд организацийĕсен ĕç хăвăртлăхĕ пысăк. Подрядчиксем пынă çĕре палăртнă ĕçсене пурне те туса хумалла. Пурне те хатĕрлесе çитерсен _ çурт патĕнчи траншейăна тасатса хурсан, счетчик, котел туянсан, кăмака, вентиляци мăрйисене тусан кил хуçи газ кĕртме ял администрацине заявка памалла, йĕрки çапла. Массăллă газификаци ĕçне чарса, чăрмантарса тăракан ялсем те пур хальлĕхе. Кармалпа Элпуç ялĕсенче пурăнакансенчен çурри анчах газ кĕртес ĕмĕтлĕ. Лаш Таяпа, Исемпел, Кивĕ Эйпеç, Таяпа Энтри, Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче те ку чухнехи ял хавалĕ пĕчĕк.

- Хăшĕ-пĕри, чăнах, газлă пулма васкамасть, çитес çул та ĕлкĕретпĕр теççĕ пулĕ. Уйрăмах район центрĕнчи коммуналлă çуртсенче пурăнакансем сиксе ỹкниех туйăнмасть.

- Иртнĕ çултанпа ялсене газификацилес тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçланă, кил-çуртсенче "кăвак çулăм" чĕртнĕ пулин, пытармалли çук, ĕç пулса пĕтмесрен иккĕленекенсем пур. Хăшĕ-пĕрисен укçи-тенки çитмест. Çак çынсем, чăнах, газлă пулма васкамаççĕ. Çитес çул та кĕртме пулĕ тесе лăпланса ларни вара пĕрре те тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен, газ кĕртессин расхучĕсем, хаксем шав ỹссех пынине кура, çитес çул тата пысăкрах пуласси каламасăрах паллă. Тимĕр трубасене кăçал иртнĕ çулхинчен икĕ хут хаклăрах парса туянма тиврĕ пулсан, çитес çула, эпир газ кĕртес тенĕ вăхăта, вĕсем çавăн чухлĕ тепĕр хут хакланса кайĕç. Çавăнпа пĕтĕм вăя, пур пек укçа-тенке пухса газ кĕртессишĕн çине тăмалла. Хамăр тăрăшмасан пирĕншĕн урăх кам тăрăшĕ. Укçа-тенкĕ çитерейместĕр пулсан, тархасшăн, пурте патшалăх паракан çăмăллатнă кредитпа усă курма пултараççĕ. Районти çĕршер çын çак çăмăллăхсемпе усă курма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Енчен те эсир тĕрлĕ сăлтавсене пула çăмăллатнă йĕркепе паракан кредит илекенсен списокне çырăнма ĕлкĕреймен пулсан, пăшăрханса ỹкмелле мар, район администрацийĕнче строительство, коммуналлă хуçалăх, газ кĕртес енĕпе ĕçлекен специалистсем патне пымалла, çăмăллатнă кредит илме заявлени çырмалла. Патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курса, паян газ кĕртсе юлма ĕлкĕрнинчен ырри, лайăххи пулмĕ. Çакна пурин те тĕрĕс ăнланасчĕ. Район центрĕнче коммуналлă çуртсенче пурăнакансем пирки те çакнах калатăп: газ кĕртессин ĕçне хăвăртлатасси никамран та мар, пĕтĕмпех çынсенчен хăйсенчен килет. Ĕçе мĕн чухлĕ маларах пуçăнатăн, çавăн чухлĕ хамăршăнах усăллă пулĕ.

Светлана АРХИПОВА.
2003 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика