Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйă урлă вĕрентетпĕр

27 сентября 2017 г.

Вăйă урлă вĕрентетпĕр

Ачасем - çĕршыв пуласлăхĕ. Çавăнпа вĕсене тĕрлĕ енчен ăслă-тăнлă та ырă сывлăхлă пăхса ỹстермелле.

Атте-анне, тăван кил, тус-йыш, тăван тавралăх илемĕ, чĕрчун тĕнчи - çак ыйтусем пирĕн "Чебурашка" ача садĕнче тĕпре тăраççĕ. Çавна май халăхăн ырă йăли-йĕркине, унăн ăс-хакăл пуянлăхне ачасене мĕн пĕчĕкрен паллаштарса пыма тăрăшатпăр.

Ачасем ытларах выляма юратаççĕ. Вĕсен пĕтĕм пурнăçĕ вăйăра. Çавна кура хамăрăн ĕçре юрă-сăвă ытларах усă курма тăрăшатпăр. Мĕнле вăйă, ăна еплерех йĕркелесси ача пăхакансенчен, вĕсен кăмăл туртăмĕнчен килет. Мĕн пĕчĕкрен шỹт тума, ăна ăнланма вĕрентес тетпĕр. Темле пулсан та шỹтле каласа пани ача патне хăвăртрах çитет, унăн кăмăл-туйăмĕнче тарăнрах йĕр хăварать.

Ача садĕнче шăпăрлансен литература аталанăвĕн никĕсĕ хывăнать. Çавăнпа пĕчĕккисемпе ĕçленĕ чухне вĕсене кĕнекепе кăсăклантарассине, илемлĕ литература хайлавĕсене туйăмлă итлеме хăнăхтарассине тĕп вырăна хуратпăр. Ку тĕлĕшпе ача садĕнчи воспитатель-педагогсене пулăшма тивĕçлĕ вĕренỹ хатĕрĕсем çителĕклĕ. Паянхи воспитатель çĕнĕ йышши пособисемпе паллашсах тăрать. Унсăрăн мĕнле-ха? Хальхи ача-пăчан тĕнче курăмĕ пĕчĕк мар. Вăл тĕрлĕ енлĕ аталанать. Пĕчĕкскерсем килте компьютерпа та туслă. Мĕн тĕрлĕ юмах-халап пĕлмеççĕ вĕсем. Ĕçре хальхи йышши оборудованисемпе туллин усă курма май пурри воспитани ĕçĕнче пысăк пулăшу кỹрет.

Ачасем хăтлă садике кăмăлласа çỹреççĕ. Вĕсене шкулчченхи воспитанипе пĕлỹ парас тесе хамăрăн пултарулăха кулленех ỹстерсе пыратпăр. Пирĕн пуласлăх пирĕн алăра иккенне эпир лайăх ăнланатпăр.

0.МУДРЕЦОВА,
"Чебурашка" ача сачĕн воспитательници.

Сăнỹкерчĕкре: воспитанниксемпе пĕрле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика