Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитани никĕсне хывакансем

27 сентября 2017 г.

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейре Воспитатель кунне уявлаççĕ. Ăна шăпах çак кун паллă тума пуçлани ăнсăртран мар: 1863 çулта Раççейре пĕрремĕш хут ача садне уçнă.

Шкул ỹсĕмĕчченхи тапхăр - ачан пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ вăхăт. Çак ỹсĕмре унăн ăс-тăнĕ, сывлăхĕ, пахалăх енĕсем аталанма пуçлаççĕ. Воспитательсем пулăшнипе шăпăрлансем тăван тавралăхпа тĕплĕн паллашаççĕ. Педагогсем кĕçĕннисене хăйсене тĕрĕс тытма хăнăхтараççĕ, пултарулăхне аталантараççĕ, ырăпа усала уйăрма, ытти ачасемпе тата аслисемпе хутшăнма вĕрентеççĕ, шкула хатĕрлеççĕ.

Професси уявĕ умĕн Чăвашстат ĕçченĕсем воспитатель-педагогăн кĕске портретне хатĕрленĕ. 2016 çулта Чăваш Республикинче шкул ỹсĕмĕчченхи 564 вĕрентỹ организацийĕ шутланнă, вĕсене 77 пин ача (40 пин арçын ача, 37 пин хĕрача) çỹренĕ. 77 пин ачаран 56 пинĕшĕ - хулара, 21 пинĕшĕ ялта, 6,2 пин шкул ỹсĕмĕчченхи организацисенче тăрăшакан педагогика ĕçченĕнчен 4,6 пинĕшĕ - хулара, 1,6 пинĕшĕ ялта пурăнни паллă. Кĕçĕн çулхисене воспитани парас ĕçе кỹлĕннисен хушшинче ытларах пайĕ - хĕрарăмсем. Педагогсенчен 83 проценчĕ - воспитательсем, 7 проценчĕ музыка руководителĕн, 3 проценчĕ физкультура инструкторĕн тата логопед тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Воспитательсен 62 проценчĕ - аслă пĕлỹллĕ, 37 проценчĕ вăтам професси пĕлĕвне илнĕ. 30 çултан çамрăкрах воспитательсем 15 процентпа, 30-55 çулсенчисем - 72 процентпа, 55 çултан аслăраххисем 13 процентпа танлашнă. 60 процент воспитателĕн педагогикăри ĕç стажĕ 10 çултан иртнĕ.

Воспитательсем пысăк та пархатарлă, яваплă ĕç пурнăçлаççĕ. Ачасенче тивĕçлĕ воспитани никĕсне хывнисĕр пуçне вĕсем кĕçĕннисене ачашлăх тата ăшăлăх парнелеççĕ, ырă пулма вĕрентеççĕ, тĕрĕслĕхе хăнăхтараççĕ. Воспитатель ĕçне ачасен савăк куллипе тата савăнăçĕпе, çитĕнĕвĕсемпе хаклатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика