Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисен кунне - пысăк парне

27 сентября 2017 г.

Районта сентябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 4-мĕшĕччен "Аслă ăру" вунăкунлăхĕ иртет. Çак ырă ĕçе кашни çын, организаци-предприяти, хуçалăх ертỹçисем аслă ăру çыннисене тимлĕх, пулăшу уйăрччăр, май пур таран пулăшчăр тесе йĕркелеççĕ.

Ватă çын халалĕ харама кайманнине, ăна пулăшни сăваплă ĕç пулнине "АСК-Яльчики" ООО ертỹçи Ю.Галкин питĕ аван ăнланать.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватăсен стационар çуртĕнче хальхи вăхăтра 20 ватă канлĕх тупнă. Вĕсем пурте тĕрлĕ шăпаллă. 12-шĕ сусăр.

Юрий Васильевич ваттисен çуртĕнче пурăнакансене кашни çулах çĕрулми парса пулăшать. Çак кунсенче те Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ умĕн пысăк парне турĕ - 2 тонна та 500 кг çĕрулми уйăрса пачĕ. Ырă кăмăлĕшĕн ватăсем хастар ертỹçĕне пысăк тав сăмахĕ калаççĕ, çывхарса килекен уява кăмăллăн кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

Сăмах май каласан, ватăсем хăйсем те алă усса лармаççĕ. Хамăр участокра кишĕр, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, купăста туса илеççĕ.

А.ОСИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика