Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ хуçан ĕçченĕсем те харсăр

23 сентября 2017 г.

Мал ĕмĕтлĕ хуçан ĕçченĕсем те харсăр

Районта çĕрулми кăларас ĕç хĕрсех пырать. Хуçалăхсем типĕ те уяр çанталăкпа тухăçлăн усă курса юлас, кĕрхи ĕç-хĕле вĕçлес тĕллевпе пур вăйне хурса тăрăшаççĕ.

"АСК-Яльчики" ОООра та ĕç вĕресе тăрать. 215 гектар лаптăк çинче çитĕннĕ çĕрулмине пуçтарса кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. "Иккĕмĕш çăкăра" кăларса пуçтарса кĕртес ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Кунта ĕшеннине туймасăр 50 çын тăрăшать. Тухăçлă та тивĕçлĕ ĕç пурришĕн чун-чĕререн савăннине пытармаççĕ вĕсем.

- Çĕрулмине кăларса пуçтарса кĕртессинче чи яваплă ĕç - ăна вăхăтлă суйласси, упрама хывасси. Кỹлпуç тата Хăвăлçырма ялĕсенче 5000 тонна тата 800 тонна çĕрулми кĕрекен хранилищĕсене талăкра 300-400 тонна çĕрулми сортласа кĕртсе пыраççĕ ĕçченсем. Вĕсем яваплăха туйнăран тата ĕçе тĕплĕн пĕлсе пурнăçланăран ĕç кал-кал пырать. Çавăнпа та эпĕ кашни ĕçченех пысăк тав сăмахĕ калатăп, - пĕлтерет Юрий Галкин ĕç тăвакан директор.

Çĕрулми тухăçĕ, мĕнле пуласси сортран та нумай килет. Вăрлăх валли çитĕнтерекен çĕрулмин пĕр гектартан тухакан вăтам тухăçĕ - 280 центнер. Апат-çимĕç-ре усă куракан хăш та пĕр çĕрулми сорчĕн вăтам тухăçĕ 400 центнера та çитет. "Эволюшн", "Ред Скарлет", "Коломбо", "Ривьера" çĕрулми сорчĕсем пахалăхлă шутланаççĕ. Çав вăхăтрах хуçалăхра тĕрлĕ сăнав участокĕсенче çĕрулмин ытти сорчĕсене те çитĕнтереççĕ.

Тухăç вăрттăнлăхĕ, паллах, хăватлă техникăпа усă курнинче тата технологие çирĕп пăхăнса ĕçленинче. Çĕрулми çитĕнтерессинче виçĕ уйлă пусă çаврăнăшне ĕçе кĕртнĕ. Пĕрремĕш çулĕнче çурхи культурăсем тата донник акса хăвараççĕ. Тепĕр çул çак лаптăкра донник анчах çитĕнет. Июнь уйăхĕнче çĕре сухаласа çак лаптăкра редька масличная акаççĕ те кĕркунне çĕре каллех сухалаççĕ. Асăннă культурăсем çĕре макро- тата микроэлементсемпе пуянлатаççĕ, çĕрулмине сиенлекен хуртсене тата чир-чĕре пĕтерме май панине хыпарлать хуçалăхра агроном ĕçĕсене туса пыракан, директорăн çĕрулми ỹстерес енĕпе ĕçлекен çумĕ Алексей Селиванов. Ĕç опычĕ пысăк унăн, агрономра 17 çул ĕçлекенскерĕн пĕлĕвĕ те, хисепĕ те çỹллĕ шайра. Донник вăррисене вăрлăх валли хатĕрлеççĕ, ытлашшине ытти хуçалăхсене сутаççĕ. Донникăн симĕс массине тураса çĕре варăнтарса çĕртни 40 тонна пахалăхлă навус тăкнипе танлашать. Виççĕмĕш çулне çак лаптăкра çĕрулми çитĕнтереççĕ. Çак ятарлă йĕркене пăхăннăран çĕр пулăхлă пулать, синлĕ хурт-кăпшанкăпа çум курăкран тасалать.

"Иккĕмĕш çăкăр" уйĕнче паянхи кун Голландире туса кăларнă комбайн ĕçлет. Çĕрулмине 1 килограмне 12 тенкĕпе сутаççĕ. Маларах асăннă тата ытти сортсене халăх вăрлăхлăх туянма та пултарнине хыпарлаççĕ хуçалăхра. Сортне кура хакĕ тĕрлĕрен.

Хуçалăхра ĕç кал-кал пыни хуçаран килет, паллах. Хуçа тилхепине чылай çул тытса пыракан Юрий Галкин хуçалăх ĕçне пуçĕпех путнă, ларса-тăма пĕлменскер яланах ĕçченсен хушшинче вăл. Унăн ĕçĕпе кунта тăрăшакансем те, пуçлăхсем те кăмăллă.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: сортланă çĕрулмине сеткăсене тултарса тăракан хĕрарăмсен ушкăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика