Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курчĕç, тĕпчерĕç, ĕненчĕç…

23 сентября 2017 г.

Курчĕç, тĕпчерĕç, ĕненчĕç…

Сыснасен Африка чуминчен сыхланмалли мелсене çирĕплетсе ĕнер Елчĕкре командăпа штаб вĕренĕвĕ иртнĕ.

"Медицина этем сывлăхне сыхлать, ветеринари служби тĕнчене упрать", - тенĕ мĕн авалтанах ăсчахсем. Ку чăнах та çапла пулĕ çав. Ахальтен мар ĕнтĕ выльăхсен уйрăмах хăрушă чирĕсем çынна та, ытти чĕрчунсене те сиен кỹме е вĕлерме пултараççĕ. Акă мĕншĕн иккен сыснасен Африка чумипе çыхăннă вĕренĕве хутшăнман организаци е служба юлманпа пĕрех: ветеринарсем, медиксем, полици, пушара хирĕç кĕрешекенсем, кĕтмен лару-тăру, çул-йĕрпе шыв-шур службисем, административлă органсем тата ыттисем те.

...Маларах, темиçе сехет каялла, пĕр хуçалăхра "сысна чирлесе вилнĕ". Хуçа çийĕнчех ветеринари службине шăнкăравланă. Специалистсем килсе çитнĕ те выльăх тушкине пур енлĕн тĕпченĕ. Хăлхи-таврашĕпе ытти çĕрте кăвакарнă, хуçа каланă тăрăх, унăн пысăк температура та пулнă. Тухтăрсем çак "Африка чуми" паллисем пулма пултарнине, тĕплĕ анализсем çав чир пулнине çирĕплетеççĕ. Çийĕнчех çак ялта тата ун тавра икĕ çаврăмлă карантин пулнине пĕлтерсе республика пуçлăхĕн Указĕ тата район администрацийĕн постановленийĕ тухать.

Юрать-ха, хальлĕхе çаксем командăпа штаб вĕренĕвĕ ирттермелли хушусем пулчĕç.

Чи малтанах сысна вилнĕ хуçалăхран пĕр выльăха та, çынсене хăйсене те тухма-кĕме юрамасть. Чир сăлтавĕ ютри сутаканран илнĕ тырăра пулнă инфекцире иккенне çирĕплетсе сыснана та, тырри-пуллине те ятарлă вырăнта çунтарса вараççĕ тата дезинфекци тăваççĕ. Çак ĕçе хутшăннă çынсене те, техникăна та питĕ тимлĕ дезинфекцилеççĕ. Апла пулин те малтан чир тупнă ялта кăна мар, ун таврашĕнчи ялсенче те карантин палăртаççĕ. Вĕсенчи выльăх-чĕрлĕхе тата унăн продукцине те ниçта кăларма та, сутма та юрамасть. Карантин зонинче полиципе ветеринари хуралĕ туса хураççĕ. Карантина тытса тăракансене апат-çимĕçпе, пурăнмалли палаткăсемпе тивĕçтереççĕ. Вĕсен ыттисемпе хутшăнма юрамасть.

Командăпа штаб вĕренĕвĕ, ăна пĕтĕм служба, Чăваш Ен Патшалăх ветеринари службин выльăх-чĕрлĕхе инкекрен хăтарас енĕпе ĕçлекен служба ертỹçи С.И.Скворцов таранах хутшăннăран, икĕ сехетрен ытла тăсăлмарĕ. Вăл хăрушă чирпе тата унпа çыхăннă мероприятисене ăнăçлă пурнăçланипе, унта хутшăннă 100-е яхăн çынран пурте активлă пулнипе хăвăртах вĕçленчĕ. Анчах пурте пĕр-пĕринчен: "Çакăн пек инкеке курас марччĕ, хăрушă чире района тата республикăна кĕртес марччĕ", - тесе шухăшлăн уйрăлчĕç.

А.АРТЕМЬЕВ.

Е.ПЕТРОВА сăнỹкерчĕкĕнче: "Вилнĕ сыснана", тыр-пула çунтарма хатĕрленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика