Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхран пухакан сĕтĕн пахалăхĕ мĕнле?

23 сентября 2017 г.

Мĕнле кăна апат-çимĕç сĕнмеççĕ паян. Çапах хăшне туянасси шухăшлаттарать. Сутлăхра йăлтах пахалăхлă апат-çимĕç пулнинче вара тĕпчевсен пĕтĕмлетĕвĕ иккĕленỹ çуратать. Россельхознадзор ĕçченĕсем çулсерен апат-çимĕç пахалăхĕн тата хăрушсăрлăхĕн мониторингне йĕркелеççĕ. Çак ĕç патшалăх заданийĕпе пулса пырать. Хуçалăхсене, сутỹ-илỹ вырăнĕсене тĕрĕсленĕ чухне чĕр тавар пробисене илсе лабораторире тĕпчеççĕ. Кăçал 334 проба илсе аш-какай тата унăн продукцине, сĕт тата унăн продукцине, çăмарта, пулă, выльăх-чĕрлĕх апатне тĕрĕслеме палăртнă. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 140 ытла пробăна тĕпченĕ.

Урăх регион продукцийĕ те, республика территорийĕнче пуçтарнă сĕт те иккĕленỹ çуратнă. Сăмахран, Тамбов облаçĕнчен кỹрсе килнĕ чăх какайĕнче нитрофурансем тата унăн метаболичĕсем пурри çиеле тухнă. Нитрофурансем - микробпа кĕрешмелли препаратсем шутланаççĕ. Вĕсене производствăра кайăк-кĕшĕк чирлесрен усă кураççĕ. Нитрофурансем ашра пулни - чăха вăхăтсăрах, маларах пуснине пĕлтерет. Специалистсем каланă тăрăх, çакнашкал какай пĕрмаях çисен çыннăн пыршăлăх микрофлори пăсăлать тата антибиотиксен витĕмĕ чакать, анеми чирĕ аталанас хăрушлăх та пур.

Мускав облаçĕнчен илсе килнĕ услам çăва вара ỹсен-тăран çăвĕпе хутăштарни палăрнă.

Кунран ытла сĕт пахалăхĕ калаçтарать. Кăçал республикăра 8 пробăра пыршăлăх палочкисем тупса палăртнă. Вĕсем нумай пулни вар-хырăма пăсма, организма наркăмăшлантарма пултарать, уйрăмах пĕчĕк ачасен тата хавшак сывлăхлă тата аслăрах çулти çынсене. Пĕр проби Улатăр районĕнчи пĕр хуçалăхран илнĕскер пулнă.

Ыттисем пирки уйрăм сăмах. 8 пробăран 7-шне Элĕк районĕнчи пĕр обществăра пухнă. Кунта Етĕрне, Вăрнар, Элĕк, Красноармейски районĕсенчи ялсенче пуçтарнă сĕте йышăннă. Тĕрĕслев ирттернĕ кун общество 5 усламçăран сĕт туяннă. Анчах та пĕрин кăна сĕт хăрушсăр пулнине çирĕплетекен ветеринари докуменчĕ-сем пулнă. Ытти пробăсене усламçăсен сĕт турттаракан автоцистернисенчен илнĕ.

Тĕрĕссипе, çынсенчен пухакан сĕт пахалăхне тĕпчес ĕç вĕçленмен-ха. Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ, çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле ытти районсенче çакнашкал тĕпчевсем йĕркелесси çитес вăхăтра пулĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика