Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентсе калани

23 сентября 2017 г.

Хăрушă самантра хăвна тĕрĕс тыт, усалтан сыхлан - вара чуншăн намăс пулмĕ, намăсланни хăш чухне çылăх патне илсе пырать, тепĕр чухне мухтавпа тивлет парать.

Хăй майлă пулма ыйтаканпа хутăшса хăвăн чунна ан сиенле. Пулăшма пултаракан сăмахна каламасăр ан тăр, ăслăлăх сăмахра палăрать, чĕлхе-çăвар каланинче пĕлỹ курăнать.

Чăнлăха хирĕç ан калаç, ху мĕн пĕлнинчен вăтанса тăр. Хăвăн çылăхусемшĕн ỹкĕнме ан вăтан, юханшыва ан пỹл. Айван çынна ан пăхăн, вăйлă çын умĕнче хавшаса ан ỹк.

Пурлăху çине ан таян, "Ман ĕмĕре çитет", тесе ан шутла. Чуну илĕртнине, хăвăн вăй-хăватна ан шан - аскăн чĕрỹ хыççăн каймалла ан пултăр, "Манăн ĕçĕмпе кам хуçа" тесе ан кала - Çỹлхуçа уншăн тавăратех сана.

"Туррăн ырăлăхĕ аслă, Вăл манăн йышлă çылăха каçарĕ", тесе ан шутла, Унăн ырăлăхĕ те, çилли те пур, Унăн хаярлăхĕ çылăхлă çынсем çинчех тăрать.

Çỹлхуçа енне çаврăнма тăхтаса тăр, пĕр кунран тепĕр куна хăварса ан пыр, Çỹлхуçа çилли кĕтмен çĕртенех çитет те, эсĕ тавăру вăхăтĕнче вилсе выртатăн. Ултав-суяпа пухнă пурлăхна ан шан, инкек-синкек çитсессĕн вăл сана усă кỹреймĕ.

Шухăшу тĕрĕс пулсассăн уншăн çирĕп тăр, сăмаху пĕрре пултăр. Илтессе тỹрех илт, хирĕç калассине шухăшласа кала. Тĕрĕс пĕлетĕн пулсассăн - ыйтакана хуравла, пĕлместĕн пулсассăн - çăварна аллупа хупла.

Чĕлхе чапа та кăларать, хисепрен те кăларать, чĕлхине пулах этем сумсăра тухать. Сан çинчен элекçĕ ят ан сарăлтăр, чĕлхỹпе ан ултала, вăрă çинчен ĕмĕрех намăс ят çỹрет, икĕ чĕлхеллĕ çын çинчен усал ят каять.

(Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава пиллĕхĕпе тухса тăракан "Ырă хыпар" журналпа усă курнă).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика