Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăна - тĕрлĕ ыйтупа

23 сентября 2017 г.

Библиотекăна - тĕрлĕ ыйтупа

Аслă Елчĕкри ял библиотекинче тăватă çул ытла ĕçлет Марина Печкова. Ял çыннисем кĕнеке вулаччăр, çĕнĕ журналсемпе кăсăкланччăр тесе тимлет. Хальхи вăхăтра библиотекăра 700 вулакан шутланать, вĕсенчен - 100-шĕ ачасем. Уйрăмах Марина Егоркина, Аня Патшина, Маша Федорова, Дима Савуков шкул ачисем кĕнекесем нумай вуланине палăртать вăл. Вĕсемех библиотекăра иртекен тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнаççĕ. Аслă ăру çыннисем те кĕнекепе, хаçат-журналпа кăсăкланаççĕ. Александр Мисяков, Зинон Молоствов, Лидия Васильева ытларах чăваш писателĕсен, вырăс классикĕсен кĕнекисене вулама юратаççĕ.

Марина Валерьевна вулавăша килекен кашни çынна тарават. Юлашки вăхăтра вăл ял çыннисене тĕрлĕ енлĕ пулăшма май тупать. Уйрăмах тĕрлĕ справкăсем кирлĕ пулсан ватăсем район центрне кайса çỹремеççĕ, тỹрех библиотекăна килеççĕ. М.Печкова вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе районти нумай функциллĕ центрпа тачă çыхăну тытать.

Библиотекăри стендсене те çĕнетсех тăрать. Вулакансемпе тĕрлĕ занятисем ирттернисĕр пуçне чылай конкурса хутшăнать, вулакансене те явăçтарать. Иртнĕ çул, акă, Федоровсен çемйи ялти "Чи нумай вулакан çемье" конкурсра çĕнтернĕ.

Сăнỹкерчĕкре: М.Печкова библиотекарь Э.Федорова вулакана çĕнĕ кĕнекепе паллаштарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика