Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бакури курава хутшăнать

23 сентября 2017 г.

Чăваш кĕнеке издательстви Азербайджан çĕршывĕн тĕп хулинче пиллĕкмĕш хут иртекен Халăхсем хушшинчи кĕнеке куравне хутшăнать.

Бакура иртекен курав пуян та кăсăклă пулмалла. Унта тĕрлĕ çĕршывра кăларакан изданисемпе паллашма май пулĕ, çавăн пекех презентацисем, кĕнеке кăларассипе çыхăннă ĕçлĕ калаçусем иртĕç. Мероприятие вăтăр ытла издательство хутшăнма кăмăл пуррине палăртнă.

Куравăн пĕрремĕш кунĕнче Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕ В.Комиссаров кĕнеке кăларас тата ăна вулакансем патне вăхăтра çитерес ыйтусене çавра сĕтел хушшинче сỹтсе явнă çĕре хутшăнĕ. Кунтах наци издательствисен ертỹçисем кĕнеке рынокĕнче ĕçлес йывăрлăхсене тĕплĕн тишкерĕç.

Куравра Чăваш кĕнеке издательствин презентацийĕ те иртĕ. Унта хутшăнакансем чăвашсен çĕнĕ те илемлĕ кăларăмĕсемпе паллашма пултараççĕ. Мĕнпе савăнтарĕ-ха вулакансене пирĕн издательство? Кунта çак кĕнекесене асăнмалла: "Блюда чувашской кухни", Антон Салминăн "Праздники, обряды и верования чувашского народа", Юрий Ювенальевăн "Военное искусство суваро-болгар - предков чувашей", Елена Ень-ккан "Чăваш халăх тумтирĕ", Василий Каховскин "Происхождение чувашского народа", Зоя Трифонован "Чебоксары - столица Чувашии", Анатолий Рыбкинăн "Мой старый добрый дом...", "Праски Витти. Живопись, эмаль, графика, монументальное искусство", Иван Дубановăн "Водоемы Чувашии"... Вĕсемсĕр пуçне тăван ен культурипе тата историйĕпе паллаштаракан кăларăмсем, ача-пăча тата илемлĕ литература кĕнекисем, чăваш чĕлхин словарĕсемпе справочниксем стенд çинче тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç.

Курав авăн уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче иртет.

Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика