Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялăн кун-çулĕ

23 сентября 2017 г.

18-мĕш ĕмĕртен 1920 çулччен Çĕнĕ Тĕмер Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕн Курнавăшри вулăсне кĕнĕ. 1708 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр çĕршыва сакăр кĕпĕрне çине пайласси çинчен указ кăларать. Тĕллевĕ - патшалăх хăйтытăмлăхне çирĕплетесси, налуксене йĕркеллĕ пуçтарасси. Атăл тăрăхĕнчи халăхсене Хусантан пуçласа Аçтăрхан таранах пĕрлештерсе тăнă çак Петр Матвеевич Апраксин генерал ертсе пыракан Хусан кĕпĕрни. Анчах 1775 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче, Раççейĕн суя патши Емельян Пугачев халăха пăтраштарнă хыççăн, Иккĕмĕш Кĕтерне император çĕршывра çирĕп йĕрке тăвас тĕллевпе Раççее 51 кĕпĕрнене пайлать.

1781 çулта - Теччĕ уесĕ, 1797 çулта Курнавăш вулăсĕн ĕçĕсем йĕркеленсе каяççĕ.

Вулăс тытăмĕнче

Вулăс - хресченсен самоуправленин чи аялти пайĕ пулса тăрать. Вăл ревизине кĕрекен 300 арçынран пуçласа 2000 таран арçын обществинчен тăнă. Ĕçе вулăс пухăвĕ урлă йĕркелесе пынă, ертсе пыраканĕ вулăс старшини тата вулăс сучĕ пулса тăнă. Старшинана хресченсен йышĕнчен виçĕ çула суйланă, вăл обществăри йĕркелĕхшĕн, вулăсри лăпкăлăхшăн явап тытнă, халăха правительствăн тата императорăн хушăвĕсемпе паллаштарнă. Вăлах паспорт правилисене тỹрĕ тытса пынине, суд приговорĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ, вулăс пуçтарма пултарнă, вулăсри укçа-тенке тытса тăнă. Вулăс правленийĕ старшинаран, пĕтĕм ялсенчи старостăсенчен, налук пуçтаракансенчен тата заседательсенчен тăнă. Делопроизводство ĕçне ертсе пыма штатра писарь те пулнă. Старшинапа писарь çеç шалу илекен штат çинче тăнă вулăсра. Вулăс судне, 4-12 заседательтен тăракан коллегине, ял пухăвĕсенче суйланă.

Курнавăш вулăсне Курнавăш, Çĕнĕ Тĕмер, Кипеç, Тевенеш, Нĕркеç, Янкасси, Турхан, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Пăва, Тăрăм, Анат Тимеш, Ĕнел, Тюскел, Хирти Шăхасан, Хирти Сĕнтĕр, Йăлмахва, Çуткỹль, Турхан (Бизсубино), Кармал,Эльпуç, Кỹлпуç (Н.Чутеи), Çирĕклĕ Шăхаль, Мучар, Тăрмăш, Хĕрлĕ Çыр, Типтимеш, Кипеç (вырăс), Вырăскасси кĕнĕ, пурĕ 29 ял обществи шутланса тăнă. Император указĕнче ялсем вулăс центрĕнчен 12 çухрăмран аякра пулмалла марри çинчен каланă. 1889 çулта Курнавăш вулăсне кĕнĕ 1544 килте 4651 арçын, 4907 хĕрарăм, 9558 чĕрчун шутланса тăнă.

1837 çулта (ял пуçланса кайни 100 çул ытларах) Çĕнĕ Тĕмер ялĕнчи 64 килте 461 çын, вĕсенчен 236 арçын, 225 хĕрарăм пулнă. 1880 çул тĕлне тата 104 кил хушăннă, вĕсенче 324 арçын, 306 хĕрарăм пулнă. Тепĕр 22 çултан, 1902 çул тĕлне, 168 килте 477 арçынпа 438 хĕрарăм пурăннă. Илсе панă виçĕ тĕслĕхре те арçынсен хисепĕ хĕрарăмсенчен ытларах пулни паллă. Вăл вăхăтра çĕр валеçнĕ чух арçынсене кăна уйăрнине шута илсен, ку питĕ те пĕлтерĕшлĕ пулăм. Тепĕр енчен, 65 çул хушшинче çуртсен йышĕ çĕртен те иртнĕ. Ỹссе пыракан ывăл-хĕрсен çемье çавăрса ашшĕ-амăшĕн килĕнчен уйрăлса тухса çурт-йĕр тума условисем çителĕклĕ пулнă. Хулана тата ытти çĕре тухса кайма васкаман ун чухне, çĕр ĕçĕпе ĕçлеме йыш кирлĕ пулнине лайăх ăнланнă ĕнтĕ. Тепĕр енчен, 1861 çулта Иккĕмĕш Лексантăр императорăн Крепостной правăна пăрахăçласси çинчен калакан указĕ те паха услови туса панă хресчен пурнăçĕнче.

Чиркỹ архивĕнчен çакă паллă: 1830 çулта прихутри ялсенче 300 яхăн килте 38 арçын тата 51 хĕрача çуралнă, 20 мăшăр çемье çавăрса венчете кĕнĕ, çав вăхăтрах 28 арçынпа 31 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă.

Пĕрремĕш Микула вăхăтĕнче те халăх йышĕ çулсерен ỹсни пурнăç условисем тăнăçлă пулни çинчен калать. Турă йĕркисемпе пурăнакан халăх правительство законĕсене хисеплесе пурăннă. Халăх сиенлĕ йăласенчен аякра тăни çинчен кашни çулта тенĕ пекех асăннă чиркỹре çырса пыракан клир ведомоçĕнче "прихутра ирчесĕр вилнисем, вĕлернисем, чикнисем, пăвăнса, çакăнса вилнисем çак çулталăкра пулман" тесе çирĕплетнинчен паллă. Анчах та çак ведомоçсенчех оспăран, чахоткăран, водянкăран, лихорадкăран, сайра хутра параличран, диарейăран, корь чирĕнчен вилни çинчен каланă. Тин çеç çуралнă ачасен вилессин йышĕ пысăк, ача çуратакан хĕрарăмсем вилни те час-часах тĕл пулнă. Медицина пулăшăвĕн шайĕ питĕ аялта пулнине çирĕплетет ĕнтĕ çакă.

Хресчен ĕмĕрех ĕçпе пиçĕхнĕ

Хресчен çуркуннерен пуçласа мĕн кĕрчченех хирте пилĕк авнă. Ака хыççăн утă хатĕрлемелле, часах тырă вырса çапмалла, çавăнтах çĕртме сухи тумалла, унтан çĕрулми тата ытти пахчаçимĕç пуçтармалла пулнă. Виçĕ хирлĕ меслетпе ĕçленĕ - хирĕн пĕр пайне акнă, иккĕмĕшне - кĕрхи тырă валли хăварнă, виççĕмĕшне кантарнă. "Хĕлле урапа, çулла çуна хатĕрле", - тенĕ ваттисен сăмахне тĕпе хурса хĕлĕпе кил-çуртра кирлĕ хатĕрсене, сăра тата шыв пички таранчченех, хатĕрленĕ. Ăстасем йывăçăн пахалăхне пĕлсе тĕрлĕ инструмент, савăт-сапа, урапа, тырă вырса çапмалли хатĕрсем тунă. Çапла майпа кашни çын хăй лайăх пĕлекен ĕçпе тăрăшасси вăй илсе пынă. Тунă япаласене Курнавăшри, Кĕçĕн Елчĕкри тата Теччĕри пасарсене кайса сутнă. Маçтăрсем ачисене йăхран йăха, ăруран ăрăва, сыпăкран сыпăка вĕрентсе хăварнă. Çавăнпа пĕрлех тимĕрçĕ, чỹлмекçĕ, хулă авса тăвас ĕçе, пир тĕртес, тĕрлес, тĕртнĕ пире сăрлас, кирпĕч çапас тата ытти ĕç-хĕл йăлана çирĕп кĕрсе юлнă. Хăма çуракансем, пỹрт тăррине хĕç тимĕр витекенсем, çĕнĕ çурт е хуралтă тăвакансем эртелленсе çỹрес йăла паянхи кун та сыхланса юлнă. Çак маçтăрсемпе хуçасем укçан е тырăлла татăлнă.

Советсен тапхăрĕ пуçланни

Революци, Граждан вăрçи тапхăрĕсенче пĕтĕм халăх пăтранса пăлханнă, Раççейĕн малаллахи çулĕ паллă мар чухнех пысăк йышлă чăваш интеллигенцийĕ хушшинче наци халăхне пĕрлештерсе чăмăртасси çинчен калаçусем хускалма пуçланă. 1917 çул вĕçĕнче Хусан кĕпĕрнинче чăвашсен ĕçĕпе ĕçлекен комиссариат йĕркеленет. Чĕмпĕр, Ĕмпỹ, Самар кĕпĕрнисен уесĕсенче чăвашсен кирлĕ секцийĕсем ĕçле пуçлаççĕ. 1918 çулта Мускавра политика, мораль, йĕркеленỹ енĕпе çак секцисене пĕрлештерсе тăракан РСФСРăн Наркомнац çумĕнче Чăвашсен пайĕ уçăлать. Заведующи пулма сулахай енчи эсера Д.С.Эльмене (1885-1930ç.ç.) лартнă. Чăваш Республикин пулас шăпине татнă тапхăрта вăл калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ вăй пулса тăрать. Эльменĕн чăн хушамачĕ Семенов, Етĕрне уесĕнчи Именетер ялĕнче çуралнă вăл. Земство училищи хыççăн Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ, 1907 çулта манифестацине хутшăннăшăн ăна тата унăн класне училищĕрен кăларса яраççĕ. Кайран Д.Эльмен Тĕнче вăрçине хутшăнать, революци хыççăн парти ретĕнче, тата Чăваш автономине тунă çĕрте вăй хурать, журналистикăра палăрса "Канаш" кăларăмăн редакторĕнче тăрăшать.

Чăвашсене вырăсланса кайма парас мар, вĕсен нацине сыхласа хăварас текен шухăш çирĕп вăй илнĕ вăл вăхăтра, ку тĕлĕшпе тĕрлĕ шухăшсем сĕннĕ чăвашлăх шăпинчен аякра тăман çынсем. В.И.Ленин шухăшне тĕпе хурса чăвашсен тĕп хули пулма Чĕмпĕре суйланă, автономине Атăл юханшывĕн сылтăм енчи чăвашсене кĕртме сĕнет.

1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче В.И.Ленин председатель пулса ертсе пынипе Нарком совечĕн заседанийĕ пулса иртет, вăл Чăваш Автономине уçасси пирки йышăну кăларать. Чăвашсен Автономи облаçне 11,6 пин тăваткал километртан тăракан территорине 805 пин пурăнакан халăх кĕрет, тĕп хулине Шупашкарта пулма йышăнаççĕ. Унта Шупашкар, Çĕрпỹ, Етĕрне уесĕсем тата Пăва, Теччĕ, Козьмодемьянск уесĕсен (Хусан кĕпĕрнинчен) пĕр пайĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Курмыш уесĕн пайĕсем кĕреççĕ.

Каласа хăвармалла, ку çĕнĕ автономиллĕ пĕрлешỹ пĕтĕмпе тенĕ пекех пĕр йăхлă пулса тăрать, мĕншĕн тесен çакăнти пĕтĕм халăхăн 85 процентне чăвашсем йышăннă. Ку вăл çĕршыври пĕтĕм чăвашсен 60 проценчĕпе танлашнă. Тĕрлĕ ыйтусене татса панă хыççăн 1925 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнчен облаçрен республика тăвасси, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Улатăр уесне чăвашсем патне куçарасси çинчен хушу тухать. 1921 çулта Тутар Республикинчи 64 чăваш ялне Чăваш Республикине куçарнă хыççăн Патăрьел уесĕн ĕçĕ йĕркеленсе каять.

Çак кунсенченех Çĕнĕ Тĕмер ялĕ Чăваш Автономи облаçĕн Патăрьел уесĕнчи унчченхи Курнавăш вулăснех кĕрсе юлать. 1927 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен - Кĕçĕн Елчĕк районне, 1935 çулхи майăн 19-мĕшĕнчен Елчĕк районне кĕрет. Паянхи кунчченех, 1927 çулта Патăрьел уесĕнчен тухнăранпах, Елчĕк районĕнче пурăнатпăр. Сăмах май, пĕр вăхăт 1962 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 1965 çулхи мартăн 14-мĕшĕччен (Н.С.Хрущевăн мая килмен реформисене пула) пирĕн район Патăрьел районĕн йышĕнче пулнă. 1929 -1936 çулсенче республика Чулхула облаçĕн йышĕнче тăнă.

1927 çулта Кĕçĕн Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Тĕмер ял совечĕн ĕçĕ йĕркеленсе каять. Сталин вилнĕ хыççăн укçа-тенке перекетлес тĕллевпе ăна Çирĕклĕ Шăхаль ял совечĕ çине куçараççĕ.

Иртнĕ ĕмĕрхи пăтрашуллă 90-мĕш çулсенче (1993 çулта) Çĕнĕ Тĕмерти ял администраци ĕçне йĕркелесси çинчен хушу тухать, анчах та вăл эффективлă ĕçлеменнине кура 2005 çул вĕçĕнче хупăнать. Кун хыççăн ял каллех Çирĕклĕ Шăхальти ял тăрăхне кĕрет.

А.СОЛИН, историк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика