Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп ỹт-пỹре сывă кăмăл-туйăм

20 сентября 2017 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ канашлура район пурнăçĕнчи кулленхи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явнă.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - сыснасем Африка чумипе сиенленнинчен условлă майпа хăтăлассин тĕлĕшĕпе кăçалхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче район территорийĕнче ирттерме палăртакан командăпа штаб вĕренĕвĕ çинчен район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра яваплă службăсен çак мероприятие тивĕçлĕ шайра йĕркелессишĕн канăçа пĕлмесĕр тимлеме кирлине ăнланма тивĕçлех. Унсăр пуçне, юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей шайĕнчи гражданла оборона вĕренĕвĕ иртет, унта та хутшăнмалла.

Пассажирсене турттарассин ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе ĕçлекен автотур - диспетчерпа контроль пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки унăн ертỹçи Светлана Лебедева чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра çак ĕçре татса пама та çăмăл мар ыйтусем сахал мар. Мĕншĕн тесен нумай çын такси пулăшăвĕпе усă курма хăнăхрĕ. Çавна май ятарласа уйăракан рейссен хисепне, вĕсем тăкаклă пулнăран, ирĕксĕртен чакарма тивет. Елчĕкри диспетчерпа контроль пунктĕнчен халĕ куллен тĕрлĕ инçĕшне 29 обществăлла транспорт çула тухать. Çав шутран 21 рейса хуласене, 8-шне ялсене çитме уйăрнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ тĕл пулнă йывăрлăхсенчен хăтăлассипе тата пассажирсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе автостанци ертỹлĕхĕн çине тăрса ĕçлеме кирлине палăртса каларĕ.

Уй-хирти ĕçсем çинчен ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов чарăнса тăчĕ. (Вăл каласа кăтартни "Тĕллев пурнăçланать" статьяра йĕрленет).

...Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче сывă пурнăç йĕркине хапăл тăвакан 2700 çын "Наци кросĕ-2017" чупăва хутшăннă. Район центрĕнче тата ял тăрăхĕсенче ушкăнпа чупасси мĕнле иртни çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый чарăнса тăчĕ.

- Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт уявĕ нумай çынна пĕр чăмăра пĕрлештерет, эпир сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма тăрăшнине çирĕплетет. Спортпа туслă çынсем хăйсен кулленхи ĕçĕнче те хастар, - тесе палăртрĕ вăл. Район центрĕнче иртекен чупăва кашни çул пысăк йышпа хутшăнакан тĕп больница, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул, газ хуçалăхĕн коллективĕсене, хăйсен предприятийĕ-организацийĕ ятне палăртса ятарласа çыртарнă футболкăсем е ытти тумтир тăхăнса уява тата илем кỹрекенсене те уйрăммăн палăртса тав турĕ. Чупу вăхăтĕнче çулсем çинче йĕрке тума хутшăннă полици ĕçченĕсем те ырă сăмаха тивĕçлĕ.

Леонард Левый спорт уявĕ ял тăрăхĕсенче епле иртнине те тишкерсе хак пачĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çак мероприятие уйрăмах тĕплĕн хатĕрленсе ирт-терме пултарнине палăртса каларĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем чупăва пысăк ушкăнпа хутшăнни, уяв питех те илемлĕ иртни вĕсем интернет-сайта тăратнă сăнỹкерчĕксенчен те яр уççăнах курăнать....

С.АНАТОЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика