Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев пурнăçланать

20 сентября 2017 г.

Кăçалхи çанталăк условийĕ кăларса тăратнă йывăр лару-тăрура çĕр ĕçченĕ хăй умне çирĕп тĕллев илет - уй-хирти ĕçсене ăнăçлă вĕçлемелле. Тунтикун ирхине 6 сехет çурăран кая юлмасăр Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов муниципаллă районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура шăпах республика уй-хирĕсенчи ĕç хальхи вăхăтра мĕнле пынине тишкернĕ.

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнчи оперативлă кăтартусем тăрăх республика уй-хирĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 232 пин гектарне (пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 87 процентне) çулнă. Пурĕ 622,1 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç, малтан шутланă тăрăх, 26,9 центнерпа танлашнă.

Чи пысăк ĕç калăпăшĕ, кăçалхи çанталăк условийĕпе илес пулсан, чи пысăк йывăрлăх та Елчĕк районне тивĕçни пуриншĕн те паллă. Мĕншĕн тесен ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ỹсен-тăран культурисене пĕтĕмĕшле илсен 40029 гектар, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 22000 гектар, пĕр çул ỹсекен курăксене 1000 гектар çинчен пухса кĕртмелле пулнă. Апла пулин те уй-хир ĕçченĕсем йывăрлăхсен умĕнче çухалса кайман, палăртнă тĕллеве туллин пурнăçлассишĕн тимленĕ. Агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса акса хăварнăран лаптăксенчи ялхуçалăх культурисене япăх çанталăк условийĕнче те туллин сыхласа хăварма пултарнă. Çурла уйăхĕнче чылай вăхăт уяр, шăрăх тăнипе усă курса ăнса çитĕннĕ тыр-пулăн пысăк пайне пỹлмесене пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ. Умри йывăрлăхсене пăхмасăр, пирĕн районти аграрисем кăçал та 60 пин тоннăран кая мар тыр-пул алла илме пултарнине вырма ĕçĕсене вĕçленĕ май, халĕ ĕнтĕ татăклăнах çирĕплетсе калама пултаратпăр. Хальхи вăхăтра нỹрĕк ытлашшипех тăнăран техникăпа пырса кĕме пулман лаптăксенчи выльăх апачĕлĕх культурăсене юлашки гектарсем çинчен пухса кĕртес ĕç пырать. Ялхуçалăх предприятийĕсем хăйсен техникине уй-хирти ĕçсене хăвăртлатма пулăшас тĕллевпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене уйăраççĕ.

Канашлура Елчĕк районĕнчи уй-хир ĕçченĕсем кĕр тыррисене акассипе, çĕртме сухи тăвассипе те кăтартуллă ĕçлеме пултарнине палăртрĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Елчĕк район хаçачĕн страницисенче журналистсем уй-хир темине çутатассипе те уйрăмах лайăх ĕçленине палăртса каланине илтме, пушшех, кăмăллă пулчĕ...

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика