Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнлантару ĕçне вăйлатмалла

20 сентября 2017 г.

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый ертсе пынипе районти санитари тата эпидемие хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ О.Такмакова хутшăннă.

Ларура чи малтанах Елчĕкри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова сăмах илнĕ. Медицина ĕçченĕсен умĕнче тăракан паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри - эпидемиологи тапхăрĕнче грипп тата вăй илекен вируслă çивĕч инфекцисенчен асăрхаттарасси. Çак ĕç Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2017 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнчи 1059 номерлĕ "Чăваш Республикин 2017-2018 çулсенчи эпидемиологи тапхăрĕнче грипп тата респираторлă вирус инфекцийĕсене профилактика тăвас мероприятисем çинчен" хушăвĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланса пырать. Асăннă ыйтăва Елчĕкри тĕп больницăра иртекен канашлусенче те час-часах хускатаççĕ. Тĕп больницăра чир-чĕртен сыхланмалли хатĕрсем çителĕклĕ. Халăх йышлă чирлес пулсан, чирлисене сиплеме 52 койка-вырăн хатĕр.

2017 çулхи 9 уйăхра районта ОРВИпе чирленĕ 135 тĕслĕх регистрациленĕ. Çакă иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 78,3 процент сахалрах. 2017-2018 çулсенчи эпидемиологи тапхăрĕнче 9145 çынна, çав шутран 2096 ачана грипран прививка тума планланă. Паянхи кун тĕлне çитĕннисенчен 3652-шне (51,8 процент), ачасенчен 1112-шне (53 процент) прививка тума ĕлкĕрнĕ.

Надежда Викторовна тепĕр çивĕч ыйту çинче те чарăнса тăнă. Юлашки вăхăтра районта туберкулез чирĕпе чирлесси палăрмаллах ỹснĕ. Аслă Пăла Тимеш, Çĕнĕ Пăва, Лаш Таяпа, Патреккел, Çирĕклĕ Шăхаль врач амбулаторийĕн участокĕсенче çак чирпе чирленин вăтам кăтартăвĕ районтинчен те пысăкрах. Чире профтĕрĕслев тата флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тупса палăртаççĕ, чир ересрен вакцина тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика