Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнма тата ĕçлеме условисем çителĕклĕ

20 сентября 2017 г.

Елчĕк район администрацийĕн ларусен залĕнче социаллă тата ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелессипе ĕçлекен виçĕ енлĕ комиссин ларăвĕ пулса иртнĕ.

Ăна асăннă комиссин ертỹçи - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынă. Ларура кун йĕркине кĕртнĕ 3 ыйтăва пăхса тухнă, пĕрремĕш ыйтупа социаллă тата ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелессипе ĕçлекен виçĕ енлĕ комиссин çĕнĕ йышне çирĕплетнĕ.

Ларăва хутшăннисем малалла 2014-2016 çулсем валли Елчĕк район администрацийĕ, Елчĕк районĕнчи ĕç паракансен пĕрлĕхĕ тата Елчĕк районĕнчи профсоюз организацийĕсен координаци канашĕ хушшинче социаллă ĕçтешлĕх пирки çирĕплетнĕ килĕшĕве мĕнле пурнăçласа пынине пăхса тухнă. Социаллă ĕçтешлĕхĕн тытăмĕ районта 2001 çултанпа ĕçлет. Килĕшỹре палăртнă яваплăхсем - граждансене пурăнма тата организацисемпе предприятисенче ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парса районăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарасси, граждансен ĕçлев прависене хỹтĕлесси ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çаксем ертỹçĕсемпе халăх пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕштерсе ĕçленипе пулса пыраççĕ.

Елчĕк район администрацийĕ, Елчĕк районĕнчи ĕç паракансен пĕрлĕхĕ тата Елчĕк районĕнчи профсоюз организацийĕсен координаци канашĕ малашне те пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕштерсе ĕçлес тĕллевпе 2017-2019 çулсем валли килĕшỹ хатĕрленĕ. Пилĕк уйрăмран тăракан килĕшĕве Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк районĕнчи ĕç паракансен пĕрлĕхĕн йĕркелỹçи Юрий Титов тата Елчĕк районĕнчи профсоюз организацийĕсен координаци канашĕн председателĕ - Елчĕк район администрацийĕн пуçлăмăш профсоюз организацийĕн председателĕ Елена Лебедева алă пусса çирĕплетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика